АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăлласа ĕçлет (Здравоохранение)

29 октября 2010 г.

Ураскассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен Мария Васильева тивĕçлĕ канăва кайрĕ кăçал. Ун вырăнне Светлана Горностаева йышăнчĕ. Вăл хăйĕн ĕçне питĕ кăмăлласа тăвать, унччен районти больницăра тăрăшнă. “Фельдшерица пулма Элпуçĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех ĕмĕтленнĕ эпĕ. Медработник профессийĕ хисеплĕ, тесе вĕрентеттĕр те хăвăр. Класра пирĕн 9 хĕрачаччĕ, халĕ вĕсенчен улттăшĕ фельдшер ĕçĕнче”,– тет Светлана Николаевна. Эпĕ вĕрентсе калани ачасен чунне хавхалантарма пултарни ватлăхра мана та çăмăллăх кÿрет, хуçалăхра шăкăр-макăр ĕçсене туса вăхăта тăсма пулăшать.
“Лаша пуласси тихаран паллă”,– тенĕ ĕлĕк. Çын пуласси вара ачаранах паллă. Светлана Николаевна (Гаврилова) шкулта вĕреннĕ чухнех маттуррисен йышĕнчеччĕ. Халĕ авă хăй ĕçĕнче пултаруллă пулнине куратпăр. Ĕçлеме пуçăнсанах фельдшер пунктне йĕркене кĕртме тытăнчĕ. Йĕри-тавралла тасатнă, ишĕлсе выртакан çĕрĕк картасене çĕнетнĕ. Ял çыннисене ĕçре пулăшма юратакан Георгий Васильевпа Клим Григорьев ĕçленĕ унта.
Светлана Горностаева çынсемпе кăмăллă калаçать, чирлисем патне час-часах кайса килет, хăйĕн чун-чĕринчи хăвачĕпе вĕсене сывалма пулăшать. Лайăххине çут çанталăкра пурте юратаççĕ, йывăç-курăксем те, чĕр чунсем те.
Халь фельдшер пунктне пырса кĕме аван, кашинчех кăмăл çĕкленет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика