АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экскурсире пултăмăр (Образование)

29 октября 2010 г.

Экскурсире пултăмăр (Образование)

Чутейри вăтам шкулта тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ. “Тăван чĕлхе илемĕ” ятлине çÿретпĕр эпир. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Михайлова ертсе пырать ăна.
–Ачасем, юлашки кунсенче йывăçсен çулçисем чылай тăкăнчĕç. Халь вăрманта питĕ илемлĕ ĕнтĕ. Кайса куратпăр-и?–сĕнчĕ вăл пĕррехинче. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр. Çывăхри вăрмана çул тытрăмăр. Чăнах та, еплерех илемлĕ кунти тавралăх?! Сарă, хăмăр, хĕрлĕ тĕслĕ çулçăсен кавирĕ ура айĕнче чăштăртатать. Кĕрхи вăрман илемлĕ пирĕн кăмăл-туйăма çĕклерĕ. Эпир асăнмалăх пĕрле сăн ÿкерттертĕмĕр, çулçăсене çÿлелле ывăта-ывăта вылярăмăр, гербари тума пухрăмăр. Пире экскурси питĕ килĕшрĕ. Хаваслă кăмăлпа таврăнтăмăр киле.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Чутейри вăтам шкулта вĕренекенсем кĕрхи вăрманта.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика