29 октября 2010 г.
Мăйракаллă шултра выльăхсене паразитсем пуçарнипе аптратакан чи анлă сарăлнă чирсенчен пĕри вăл гиподерматоз. Ансатрах чĕлхепе каласан – пукра. Вăл ĕне выльăхпа лашасене канăçсăрлантарать. Чире кукăр кутсем (тĕкĕлтурана аса илтерекен кăпшанкăсем) пуçараççĕ. Вĕсем хĕвеллĕ ăшă кунсенче (сывлăш температури 11–30 градус тăнă вăхăтра) иртен пуçласа каçченех вĕçнине асăрхама пулать. Ама кăпшанкăсем çăмлă çĕре тир айне (ытларах хырăм айĕпе уран аялти пайне) çăмартсем хываççĕ. Тепĕр 4–5 кунран çав çăмартасенчен пĕрремĕш тапхăрти вĕтĕ хуртсем (личинкăсем) тире шăтарса çурăм шăмми каналĕ патнелле хăпараççĕ, унта кĕрсе 3 уйăх таран пурăнаççĕ. Çавăн хыççăн личинкăсем миме каналĕпе çурăм çинчи тир айне лекеççĕ, тире шăтарса тухаççĕ. Хуртсен иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланать. Тир айĕнче пÿрпе тулнă хытă чăмаккасем палăраççĕ. Хăйсен аталанăвĕн виççĕмĕш тапхăрне çитсен, личинкăсем тир çинчи шăтăксем витĕр çĕр çине тухса ÿкеççĕ те тăпра ăшăнче куколкăна куçаççĕ, вĕсенчен кукăркутсем çитĕнеççĕ.
Пукра – ерекен чир. Вăл выльăхсене ытларах çу çитсен, вĕсем кĕтĕве тухсан ерет. Чир ернĕ выльăх канăçсăрланать, унăн продуктивлăхĕ чакать. Выльăх апата япăх çиме тытăнать, хыçкаланать. Çамрăк выльăх ÿт япăх хушать. Пукраллă ĕне сĕт начар антарать (200 л таран сахалрах). Личинкăллă вырăнсенче тир айĕнчи тĕртĕмсем тăртанса тăраççĕ, ыратаççĕ. Март-апрель уйăхĕсенче çурăм тирри çинче капсула евĕр шыçăсем хăпарса тăнине курма пулать.
Выльăхсене пукраран çулталăкра икĕ хутчен сиплемелле: кĕркунне – кукăр кутсем вĕçме чарăнсан, тата çуркунне. Кĕркунне 1-мĕш тапхăрти личинкăсене ятарлă препаратсемпе усă курса пĕтереççĕ. Çуркунне вара выльăха сиплеççĕ. Кĕркуннехи профилактика выльăхсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вăл пукрапа чирлессине чакарма е саççим пĕтерме май парать. Çавăнпа та халĕ хĕле кĕриччен мăйракаллă шултра выльăхсене пурне те пукраран тĕрĕслемелле, тир айĕнчи личинкăсене пĕтермелле.