29 октября 2010 г.
Эпĕ “Ял ĕçченĕ” хаçатăн кашни номернех чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Унти статьясемпе тĕрленчĕксене юратса вулатăп, тĕрлĕ сĕнÿ-канашсем питĕ усăллă та интереслĕ. Сире çак йывăр та пархатарлă ĕçре çирĕп сывлăх, ырă кун-çул сунатăп.
Манăн сирĕн хаçат урлă Тăвай район больницин хирурги, васкавлă пулăшу уйрăмĕсенчи ĕçченсене, Енĕш Нăрвашри врач офисĕн сывлăх хуралçисене тав сăмахĕ калас килет.
Юпа уйăхĕнче эпĕ йывăр чирлерĕм. Офис врачĕ Л.П.Николаева чире вăхăтра палăртрĕ, васкавлă пулăшу ĕçченĕсене чĕнсе илчĕ. Вĕсем малтанхи пулăшу пачĕç, район больницине леçрĕç.
Мана сиплеме Николай Александрович Дмитриев, хирурги уйрăмĕнчи медсестрасем, санитаркăсем нумай тăрăшрĕç. Вĕсен чун ăшшийĕ, кăмăллă калаçăвĕ эмелтен те паха. Николай Александрович ĕçе сакăр сехетченех килет, чирлисене сывлăх сунать, эпир хамăра мĕнле туйни çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлет. Вăл ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек пулма пĕлет. Унăн ырă кăмăлĕпе лăпкă сăнне курсанах ыратни иртнĕн туйăнать.
Хисеплĕ Николай Александровича çак йывăр та пархатарлă ĕçре яланах ăнăçу, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ, телей сунатăп.