АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр çавăраççĕ, хуралтăсене çĕнетеççĕ (Строительство)

29 октября 2010 г.

Пурнăç йывăрлăхĕсене пăхмасăр ялсенче çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Кашни эрнерех Тĕмерте пулнă май Ленин урамĕнчи тинтерех çеç туса пĕтернĕ керменсене савăнса сăнатăп. Акă, Яковлевсен çемйи кăçал кирпĕчрен хăпартнă çурта иртнĕ кунсенче çутă кĕртрĕç. Ахăртнех, çĕнĕ çулччен пурăнма куçасшăн. Вĕсенчен икĕ кил урлă пурăнакан тивĕçлĕ канури Екатеринăпа Николай Катяковсем те çĕнĕ çурт туса пĕтернĕпе пĕрех. “Ăстасем те тытма лекрĕ, тăвансем те нумай пулăшрĕç, тавах вĕсене”,–тенĕччĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Кăçал тата çак урамри Албутовсен çемйи çунса кайнă çурт вырăнне кирпĕчрен купаласа лартрĕ. Вĕсенчен инçех те мар Скворцовсем çурт-йĕр çавăраççĕ. Асăннă урам Максимовсен капмар çурчĕпе пуçланать. Шалти ĕçсене пула куçайман-ха пурăнма. Порейкинсемпе Андрияновсем, ыттисем те кил-хуçалăхри хуралтăсене çĕнетрĕç. Сăмах май каласан, икĕ çемйинче те туй кĕрлерĕ кăçал.
Ялта пурăнакансене çурт-йĕр çавăрма патшалăх мĕнле пулăшу пани çинчен каласа пама Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕнчен С.Ярхуноваран ыйтрăмăр.
–Маларахри çулсенче “Çамрăк çемье” программăпа Зайцевсем (Тĕмер) кирпĕч çурт хăпартрĕç. Перловсем (Амалăх) Шупашкарта хваттер туянчĕç, Тĕмерти Албутовсене çурт туянма пулăшу панă.
«Ялăн социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн 2010 çулта Кармалти Совинсем пулăшу илнĕ. Пĕлтĕр асăннă программăпа В.Потапов çемйи усă курнăччĕ,–тет Светлана Николаевна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика