29 октября 2010 г.

Урампа утса пынă чухне хамăр кÿрше, ялти хисеплĕ çынсенчен пĕрне Мария Афанасьевна Орлована куртăм. Почта ещĕкĕнчи хаçата илме каять иккен. Унтан каялла килнĕ чухне вĕсем патне кĕрсе пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлтĕм.
1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Улянкă ялĕнче çуралнă вăл. Тăван ялти шкула пĕтернĕ хыççăн Тăвайĕнче пĕлÿ пухнă. Каярах вара, 1954 çулта, Шупашкарта учительсене хатĕрлекен институтран заочно вĕренсе тухнă. Чи малтанах Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпара ачасене истори вĕрентнĕ. “Чун тăван вырăнах туртатчĕ. Тушкил ялĕнче истори вĕрентекенĕ кирлине илтсессĕнех унта васкарăм,”– аса илет Мария Афанасьевна. Çапла майпа 1943 – 1976 çулсенче Тушкил шкулĕнче истори вĕрентнĕ вăл. Ку ялти Михаил Александрович Орловпа пĕрлешсе çемье çавăрнă.
35 çул ытла унăн педагогика ĕçĕнчи стажĕ. Ĕçре кăна мар, общество пурнăçĕнче те активлăх кăтартнă хĕрарăм: парти райкомĕн ревизи комитечĕн членĕ, Тушкилти партин пуçламăш организацийĕн секретарĕ, 32 çул пропагандист пулнă.
“Кунсăр пуçне ялти хĕрарăмсен совечĕн членĕнче тăрăшнă, хорта юрласа Шупашкара çитнĕ, ялти музей валли материалсем те пухма пулăшнă вăл,”–калаçăва хутшăнчĕ кинĕ Светлана Павловна. Хăйĕн наградисемпе те паллаштарчĕ Мария Афанасьевна. Халăх хушшинче пропагандăпа агитаци ĕçне активлă хутшăннăшăн “Пĕлÿ” обществи ăна икĕ хутчен Тав хучĕ парса хавхалантарнă. Хисеп грамоти те чылай унăн. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче хастар ĕçленĕшĕн медальсемпе чысланă.
Мария Афанасьевна çамрăк чухнехи вăхăтсене куçĕ умне кăларчĕ. “Ачасемпе экскурсисене çÿреме юрататтăмăр, Ленинграда та çитнĕ. Ытларах хамăр класпа, пырас текен ачасене те кÿрентермен,-тет вăл.–Шкулта нумай çул ĕçленипе-ши, пенсие тухсан та ачасемшĕн питĕ тунсăхлаттăм, чунпа шкултахчĕ. Кин вырăс чĕлхипе литератури вĕрентетчĕ. Мăнуксене йăтса ун патне тесе каяттăм. Елчĕкре ĕçленĕ чух унти çынсенчен ырăраххи çук пекчĕ. Тушкиле килсессĕн шухăшсем улшăнчĕç. Кунти кÿршĕсемпе те, ял-йышпа та пĕр чĕлхе тупрăм”.
Мария Афанасьевна Орлова ывăлĕн çемйипе пурăнать. Кинĕ, Светлана Павловна–20 çул шкул ертÿçи, ывăлĕ, Валерий Михайлович 37 çул ĕç тата черчени учителĕ пулнă.
“Ман пек лайăх пурăнаканни сахал пуль ватăсем хушшинче,– тет вăл. –Нихăçан та ватă тесе хăйсенчен уйăрмаççĕ. Çемьере ман ĕçе тăсакансем пурри савăнтарать”.
Ăна чăннипех хисеплеççĕ, юратаççĕ. Акă унпа калаçса ларнă хушăра кинĕ кĕрсе тухрĕ, сывлăхĕ пирки кăсăкланчĕ.
Манăн Мария Афанасьевнана чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунас килет.