29 октября 2010 г.

Кĕр мăнтăрĕпе класра уяв ирттерме шутларăмăр. Пĕр çын пек пулса хатĕрлентĕмĕр: класа илемлетрĕмĕр, кĕрхи тумсем çĕлерĕмĕр, тĕрлĕ япаласем ăсталарăмăр, кĕркуннепе çыхăннă сăвăсем, юрăсем, каларăшсем вĕрентĕмĕр. Икĕ ушкăна пайланса ăмăртрăмăр. Туслăх çĕнтерчĕ. Класс ертÿçи Ирина Ивановна ертсе пычĕ уява. Пурте кăмăллă юлтăмăр.
Сăн ÿкерчĕкре: командăсем ăмăртнă вăхăтра.