29 октября 2010 г.
Производствăри, ĕçри, наукăри, литературăпа икусствăри тата ытти обществăшăн усăллă ĕçри çитĕнÿсемшĕн çынна тĕрлĕ майпа хавхалантараççĕ. Çав майсенчен пĕри – тĕрлĕ йышши премисем пани.
Союз пулнă вăхăтра, Ленин, СССР Патшалăх тата союзлă республикăсен, Ленинла комсомол, çавăн пекех “Халăхсем хушшинче мире çирĕплетнĕшĕн” тĕнчери Ленинла премисем çирĕплетнĕ пулнă.
Кăçал октябрĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Енре комсомол туса хунăранпа 90 çул тултарать. Чăваш комсомолĕн пирвайхи премине 1966 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче литературăпа искусствăри чи лайăх произведенишĕн, исполнитель ăсталăхĕшĕн парса хавхалантарма çирĕплетнĕ. Ăна Çеçпĕл Мишши ятне пама йышăннă. Ку – ăнсăртран мар. Çеçпĕл Мишши хăй вăхăтĕнче çамрăк литераторсене воспитани парас тата пĕтĕçтерес тесе нумай тăрăшнă. Хăйĕн çулăмлă сăввисемпе чăваш çамрăкĕсене тăван халăхшăн ĕçлеме, çĕнĕ культура тума чĕннĕ, тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ. Унăн сăввисем килес ăрусемшĕн те хăйсен пĕлтерĕшне, актуаллăхне çухатмĕç. Çапла вара ВЛКСМ Чăваш обкомĕн бюровĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премие писательсене, художниксене, композиторсемпе республикăри çамрăксен коммунистла "комсомол" пĕрлĕхĕ тата çамрăксем çинчен çырнă чи лайăх произведенисемшĕн, сцена çинче калăпланă чи лайăх сăнаршăн 5 номинацире пама палăртнă.
Чăваш комсомолĕн премине илессишĕн тупăшакан кандидатсен 40 çултан аслă пулмалла мар. Вĕсене преми илме ВЛКСМ рай"хула комитечĕсем культура учрежденийĕсемпе, творчество союзĕсемпе тата пичет органĕсемпе пĕрле тăратаççĕ, тенĕ.
Премие çуллен октябрĕн 29-мĕшĕнче – Ленинла комсомол çуралнă кун панă. Премие тивĕçнисене лауреат дипломĕпе, Çеçпĕл Мишши сăнне ÿкернĕ кăкăр çине çакмалли паллăпа наградăланă тата укçан преми панă. Лауреатсен ячĕсене ВЛКСМ обкомĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Çеçпĕл ячĕллĕ премин пирвайхи лауреачĕсем хушшинче украин писателĕ Юрий Збанацкий, чăваш прозаикĕ Леонид Агаков, Григорий Хирбю композитор, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн артистки Нина Григорьева пулнă. Збанацкий премие “Çеçпĕл” романшăн, Агаков “Салтак ачисем”, “Ылтăн вăчăра”, “Мурат партизан”, “Кăсăя” произведенисемшĕн, Нина Григорьева, Ч.Айтматовăн “Манăн хĕрлĕ тутăрлă тополĕм” прозведенийĕ тăрăх лартнă спектакльти Асель тата “Экватортан икĕ утăмра” (П.Куприянов) спектакльти Хиен ролĕсене пурнăçланăшăн, Хирбю “Комсомол маршĕ”, “Комсомолецсен юрри”, “Çамрăклăх”, “Туслăх маршĕ” юрăсем çырнăшăн тивĕçнĕ. 1967 çултан пуçласа 1991 çулччен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премие культурăпа çут ĕç учрежденийĕн 14 коллективĕ, 13 поэт, 6 прозаикпа драматург, литература критикĕ, 6 художник, 6 артистпа режиссер, 3 композитор, балет солисчĕсем 2, опера солисчĕсем 3, эстрада юрăçисем 3, ытти професси представителĕсем 7 илнĕ. Преми творчество интеллигенцине çамрăксене воспитани парас ĕçе явăçтармалли, литература, музыка, сăнарлă тата театр искусствисенче идея тĕлĕшĕнчен паха произведенисем çырас тĕлĕшпе хавхалантармалли форма пулса тăнă.