29 октября 2010 г.

Хресченĕн çăмăл мар çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Уйсенчен ял хуçалăх культурисене пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Кĕр калчисем симĕс тĕспе ешереççĕ. Кайăксем ăшă енне вĕçеççĕ. Ял çынни хăйĕн хушма хуçалăхне хĕле хатĕрлет. Ыхра лартса хăвараççĕ, йăрансене, калчасем ан шăнччăр тесе, пăчкă кĕрпипе, тăкăннă çулçăпа витеççĕ. Пире Чăваш Енĕн Президенчĕ те хăйĕн паçмине хĕле кĕтсе илме хатĕрлесе çитерни çинчен пĕлме тÿр килчĕ.
Игнатьевсен çемйине тăван ялĕнче кĕрхи тухăçа пухса кĕртнĕ вăхăтра ÿкерсе илнĕ. Михаил Васильевич хăй çинчен кăшт анлăрах каласа пама килĕшрĕ. М.Игнатьев Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăш килĕ ялта халĕ те упранать. Йышлă çемьере кĕçĕнни пулнă май Игнатьевсем ашшĕ-амăшĕн вучахне типтерлĕ тытаççĕ кăна мар, паçмине те çум-курăк пустармаççĕ, акса-лартса туса илеççĕ. Тăватă çынран тăракан çемье, аслисемсĕр пуçне ывăлĕпе хĕрĕ – Иванпа Марье, 80 яхăн сотăй çĕре ĕçлесе пăхса тăрать. “Канмаллисенче яла çÿретпĕр, çемье хамăр çĕр лаптăкĕ çинче ÿстернĕ пахча çимĕçпе, улма-çырлапа усă курать. Ачасем ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ, кунтах канаççĕ, ырă кăмăл-туйăмпа хавхаланаççĕ. Кăмăллаççĕ яла çÿреме”,–каласа парать Михаил Игнатьев. Хăйсен пысăках мар çĕр лаптăкĕ çинче, типĕ те шăрăх çанталăка пăхмасăр, аван тухăç илни тÿрремĕнех Президент сăмахĕсене çирĕплетет: хуçасăрлăха çанталăк условийĕсем çине йăвантарма кирлĕ мар.
–Михаил Васильевич, çĕр çыннисемшĕн йывăр çул мĕнле майпа Эсир çавăн пек тухăçлă кишĕр çитĕнтерме пултартăр?
–Кăçал кишĕр пурин те аван çитĕннĕ пуль. Килти хушма хуçалăхра ăна шăварса тăма йывăрах мар. Унсăр пуçне – ку чухнехи технологисем. Лайăх вăрлăх туянмалла, эпĕ ăна шанчăклă дилерсенчен кăна илетĕп, тата хамăр çĕр-шывра туса кăларнине 2–3 сорт акатпăр. Пирвай акмалли лаптăка тĕрĕс хатĕрлемелле, культурăна шăварса тăмалла, макро-тата микроэлеметсемпе пĕлсе апатлантармалла. Пулчĕ те, ним кăткăсси те çук. Лайăх пăхсан, çимĕç хăвăрт ÿсет. Тухăç вара чуна савăнтарать. Хăш-пĕрисем вара акаççĕ, шăвараççĕ, çум курăкран тасатаççĕ – тухăç тивĕçтермест. Ĕçлекенĕн кăмăл пăсăлать, уйрăмах – ачасен. Кишĕрпе ытларах çапла пулать: эпир акакан 3 сортран иккĕшĕ ăнăçлах çитĕнет, пĕри вара, ялан тенĕ пек, шанăçа тÿрре кăлармасть. Çавăнпа та ăнăçсăрлăхран пăрăнма ялан страхланма тăрăшмалла. Сортсем вĕт тĕрлĕрен: пĕрисем нÿрĕке юратаççĕ, теприсем унсăр та çырлахаççĕ. Виççĕмĕшсем чир-чĕре парăнмаççĕ, лайăх хĕл каçаççĕ. Юлашкине ĕнтĕ пахалăх палли теме те çук. Витаминсенчен пуян лайăх пахча çимĕç вăрах вăхăт упранайрас çук, çакна валли ятарлă условисем кирлĕ.
–Çĕрулмин хăш сортне килĕштеретĕр?
–Пирĕн çемьешĕн чи юратаканни – Импала. Çавăн пекех хĕрлĕ хупăллă Розамундăпа Роко сортсем килĕшеççĕ, эпир вĕсене ылмаштаратпăр, каллех 3 сортран кая мар лартатпăр. Крахмаллăраххисене кăмăллатпăр. Импала тăрхалларах, куçĕсем тарăн мар. Кăмакана хывсан питĕ тутлă.
–Шăварса тăратпăр терĕр, апла ялта шыв пур?
–Шыв пăрăхĕсене 1994 çултах, хам колхоз председателĕнче ĕçленĕ чухнех, хуртарнă. Унччен ял-йыш шыв ăсма çур километрти çăла çÿренĕ. Кирек мĕнле çанталăкра та – витресемпе, кĕвентепе, харпăр хăй валли те, выльăха ĕçтерме те, пахча шăварма та. Çăлĕ илемлĕ те типтерлĕскерччĕ, “Нарспи” поэмăри пек. Халĕ саççим ансат.
–Эсир çамрăкла электрике вĕреннĕ, епле майпа агроном пулса тăнă-ха?
–Питĕ ансат. Эпĕ кÿршĕ ялти сакăр çул вĕренмелли шкулта, вăл пирĕн ялтан 3 километртаччĕ, вĕреннĕ. Вăтам пĕлĕве вара Шупашкарта е тăван килтен 7 километрти шкулта илмеллеччĕ. Килтисем канашларĕç те професси илсен аванрах пулĕ терĕç. Çапла эпĕ энергетика техникумне кайса кĕтĕм. Çар служби хыççăн тăван яла таврăнтăм, аннене пулăшмаллаччĕ. Çурчĕ ман ачалăхри пекех юлнă. Сăрласа кăна илемлетнĕ. Атте çурта хăмапа сăрни асра юлнă, йывăç çункавĕпе выляттăм.
Унта халĕ Раис аппа пурăнать, вăл пенсире ĕнтĕ. Çурта еткерлĕх йĕркисемпе килĕшÿллĕн ман çине çыртарнă. Çут çанталăк газне кĕртнĕ пулсан та пысăк кăмакана çаплипех хăварнă. Атте-анне килĕнче эпĕ чунпа канатăп. Вырсарнисенче унта пĕр тăвансем – тăватă аппа, икĕ пичче, ачасем пĕрле пухăнатпăр та – тем пысăкăш çемье! Çакă телей мар-и ĕнтĕ? Кăмакаран кăларнă кукăль шăрши пĕтĕм яла сарăлать! Епле хÿхĕм вăл! Çав тери юрататăп кăмакара пĕçернĕ вĕри кукăле. Унтах мунча, ялти чăн-чăн мунча. Тата, паллах, кайăк-кĕшĕк – чăх-чĕп, кăрккасем.
–Чăваш Енре кăрккасем курăнсах каймаççĕ, пăхма йывăртарах-ши?
–Çапла, ачаш кайăк. Çамрăк чĕпсене пăхасси, çитересси ансат мар, кулленхи тимлĕх кирлĕ. Ăшă режимне тытмалла, вăхăтра çитермелле. Çавах та ашĕ паха, диета ашĕ шутланать, холестеринсăр. Какайĕ те 75 процент таран тухать. Аçи 15 кг таран тайма пултарать.
–Ачалăхăртан мĕн уйрăмах ăша хывăнса юлнă?
–Пирĕн шкула Андриян Николаев космонавт килни. Самани ун чухне урăхчĕ. Ачасем хальхи пек тулли информаци илеймен, ĕмĕтленмелли сăлтавсем те сахалрах пулнă. Хĕлле тăтăш хоккейла выляттăмăр. Йĕлтĕрпе чупаттăм. Футбол площадки вара çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тап-такăрччĕ, унта пылчăк тухмастчĕ. Килĕшетчĕ мана. Ялта палăк уçни асра юлнă. Çĕнтерÿ кунĕ эпир, ачасем, йывăç автоматсемпе хисеплĕ хуралта тăраттăмăр. Арçын ачасемшĕн пысăк чыс ку. Чăн-чăн автоматран пенине курни те пирĕншĕн уяв çĕнĕлĕхĕ. Юнашарах вара кĕмĕл çÿçлĕ ветерансем. Пирĕн чун-чĕресенче патриотла çĕкленÿ. Пирĕншĕн – чăн-чăн воспитани, яваплăран та яваплă. Çавсене епле манăн?
–Йывăрлăхсем те пулнă-тăр?
–Асрах юлман. Тунмастăп, кăткăс самантсем пулкаланă. Чи кирли – нăйкăшманни, тÿсĕмлĕх çитерсе ĕçлени – вара пурте йĕркеллех пулĕ! Эпĕ 12 çулта аттесĕр тăрса юлтăм. Нумай тар тăкмалла пулчĕ. Хăвăрах шухăшлăр-ха – вĕренме кайнă чух автобус чарăнакан тĕле апат-çимĕç чиксе тултарнă йывăр сумкăна 10 километр алă вĕççĕн çĕклесе тухмалла, унпа савăлпа çапса чышнă пек автобуса кĕмелле. Ял çамрăкĕсене, хула пропискисĕр, талон памастчĕç. Витрина çинчи 2 тенкĕ те 14 пус тăракан кăлпасси çине пăхса сурчăка кăна çăтаттăмăр. Пурте çавнашкал пурăннă. Коммунизм “Химпром” склачĕсенче кăна пулнă. Раççей правительствин Председателĕ Владимир Путин ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче ахальтен çапла каламарĕ пуль: “Çапла, совет саманинче теме те ытларах туса кăларнă, çавах та магазинсен сентрисем пушă тăнă, дефицит пулнă. Халĕ сахалрах тăватпăр, тавар сентре çине те шăнăçмасть”. Астăватăр пулĕ пурнăç йăлтах улшăнсан, «...эпир – рынок экономикинче, ним шутлама та кирлĕ мар, пурте хăй тĕллĕнех пулать» тенине. Апла мар çав! Пĕтĕм тĕнче шутланă та, шутлать те, малалла та шутлĕ. Пирĕн те йăлтах планламалла, шутламалла, прогнозсем тумалла. Унсăрăн çăкăрсăр та юлма пулать.
–Ял хуçалăхĕ рынок условийĕнче те патшалăх пулăшăвĕсĕр тытăнса тăма пултарайрас çук. Эсир мĕнле шутлатăр?
–Ял хуçалăхĕнче пурне те укçапа виçме кирлĕ мар. Банксен кредит илекен ял çыннине тивĕçлĕ пулăшу памалла. Унсăрăн глобализаци пуçланать, тавар туса кăларакан, пĕчĕк тăкакпах услам ытларах илес тесе, пахалăх пирки манать. Çакна халех асăрхама пулать. Ялта та продукцие ку чухнехи технологисемпе усă курса çитĕнтермелле, анчах виçеллĕ, пĕлсе усă курмалла. Пирĕн продукци стандартсемпе регламентсен шайлашăвĕнчен ан тухтăр, потребитель патне пахалăха çухатмасăр çиттĕр. Хамăр çĕр-шыв çавнашкал техника регламенчĕсем туса хатĕрлейменнипе Евросоюз регламенчĕсемпе усă куратпăр. Вĕсем вара питĕ çирĕп ыйтаççĕ. Европеецсем пирĕн пата килсен кунти кăлпассине астивеççĕ те какай шăрши пурринчен тĕлĕнеççĕ, çакă мĕнле пулма пултарать-ха, теççĕ. Фермерсен – Европăра е Америкăра – пур çĕрте те пĕрешкел чăрмавсем ĕнтĕ. Ял хуçалăх вăл пур çĕрте те ял хуçалăхĕ юлать. Çавăнпа унта ĕçлесшĕн мар. Çамрăксемшĕн вăл тамăкпа тан. Анчах çакна та манар мар: Европăри фермер пирĕн çĕр-шыв фермерĕнчен субсидисем 30 ытла хут нумайрах илет.
–Тамăкпа тан пулсан, мĕншĕн-ха хăвăр 25 çултах колхоз председательне лартăр?
–Пĕр шутламан çĕртен пулса тухрĕ. Çĕр-шывра Горбачев çĕнетĕвĕ пыратчĕ. Парти райкомĕнчен колхоз председательне альтернативлă йĕркепе суйлама хушнă пулнă. Виçĕ претендентран çынсем мана суйларĕç те. Виçĕ кун ĕçе тухмарăм, мĕн тумаллине те пĕлместĕм. Мана шыраса тупрĕç те машинăпа правление лартса кайрĕç. Çапла ĕçлесе кайрăм.
–Эсир ун чухнех хăвăр ыттисене ертсе пыма пултаракан лидер пулнине туйнă-и?
–Ун çинчен нихăçан та шутламан. Эпĕ хамăн ĕçе кăна тăваттăм, çынсем вара мана шанатчĕç. Ял-йышра аттене, вăл тÿрĕ те таса чунлă, тĕрĕс çын пулнине пĕлетчĕç. Эпĕ бригадирта ĕçлесе ĕлкĕрнĕччĕ, ял-йышшăн ют пулман ĕнтĕ. Çавă кăна.
–Председательте ĕç ăнăçуллах пычĕ пуль?
–Çĕр-шыв аялалла анса пыни сисĕнетчĕ ĕнтĕ. Ял хуçалăхĕнче те палăратчĕ ку. Анчах йывăрлăхсене пăхмасăр эпĕ 10 çул туртрăм çав лава, чуна парса ĕçлерĕм. Çынсем астăваççĕ пуль тетĕп: выльăх йышĕ те, ашĕ те пурччĕ. Ял хуçалăхĕнче усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 120–125 цн. аш-какай, 500–600 цн. сĕт туса илеттĕмĕр. 1991 çултан демократи пуçланчĕ. Вăт кайрĕ те вара! Ял хуçалăхне çĕнĕлле йĕркелетпĕр тесе, усă куракан çĕрсене пайласа пĕтерни, дотацисемпе субсидисене чакарса лартни. Эпир, Хресченсен пĕрлĕхĕн председателĕпе А.П.Айдакпа ял ĕçченĕсен прависене хÿтĕлеме тытăнтăмăр, хаçат та тухма пуçланăччĕ пирĕн. Аркадий Петрович ывăнтăм, пирĕн çамрăк çын – Игнатьев пур, терĕ. Эпир патшалăх умне çивĕч ыйтусем лартаттăмăр. Фермăсем хупăнни, çынсем ĕçсĕр тăрса юлни çинчен, анчах яланах конструктивлă çул-йĕре кăтартса. Унтан Аграрлă парти йĕркеленчĕ, мана министр çумĕ пулма сĕнчĕç. Урăхла карьера пуçланчĕ.
–Паян Президент умне тăрук çивĕч ыйтусем лартма пултаракан иккĕмĕш Игнатьев тупăнчĕ пулсан?
–Эпĕ пурне те çаплах калатăп: хăвăр пĕрлĕхе, ассоциацие тăвăр, ушкăн чăмăртăр, хăвăр интересе хÿтĕлĕр. Шутламаççĕ те. Е пултараймаççĕ. Çавах та пуçаруллă, аграри секторне аталантарассишĕн чунтан тăрăшакан çамрăксем тупăнасса шанатăп.