АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк çемьесене пулăшса (Строительство)

29 октября 2010 г.

Çамрăк çемьесемшĕн çĕнĕ çурт-йĕр лартасси– чи пысăк ыйтусенчен пĕри. Мăшăрсене пулăшас тĕллевпе патшалăх тĕрлĕ программăсем йĕркеленĕ.
Акă, кăçал Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнче 4 çемье пулăшу илме пултарнă. Николай Николаевич Константинов тата Сергей Анатольевич Степанов çемйисем “Ялăн социаллă аталанăвĕ” программăпа килĕшÿллĕн пулăшупа усă курса çĕнĕ çуртсене кĕме пултарнă. (Аса илтеретпĕр, Степановсем çĕнĕ çурта куçнă чух Н.В.Федоров президент та пулнăччĕ).
Алексейпа Настя Семеновсем те пурăнмаллисĕр юлман. Тăлăх пиччĕшĕпе йăмăкне патшалăх пÿрт лартса панă.
Пĕлтĕр вара Александр Николаевич Журавлевпа Евгений Федоров çемйисем çĕнĕ çĕрте çĕнĕ пурнăç пуçланă. “Çамрăк çемье” республика программипе килĕшÿллĕн, вĕсене укçа–тенкĕпе пулăшса, çамрăксем хваттер илме пултарнă.
Петрпа Оксана Макаровсем те “Çамрăк специалист” программа пулăшнипе кăçал çĕнĕ пÿртне туса пĕтереççĕ те ĕнтĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика