26 октября 2010 г.
Кĕрĕн-çурăн, çанталăк ылмашăннă вăхăтра, çынсем тăтăш гриппа чирлеççĕ. Ку вăл ерекен чир, ăна вирус пуçарать. Хăвăрт сарăлать, пĕр континентран теприне ним мар куçать. Мĕншĕн тесен техника ĕмĕрĕнче çынсем пĕр вырăнтан тепĕр вырăна хăвăрт çитеççĕ. Вируссен тĕсĕсем тĕрлĕрен: А, В, С. Инфекци чирлĕ çынран сарăлать. Уйрăмах чир лекнĕ хыççăн пирвайхи кунсенче апчхулатакан, ÿсĕрекен çынран таврана вирус нумай сарăлать. Грипăн А. тĕсĕпе çынсем кăна мар, сыснасемпе лашасем тата кайăксем те чирлеççĕ.
Чир паллисем: çынна шăнтма пуçлать, пуç (уйрăмах тăнлавпа çамка) хĕссе ыратать, температура 38,5–40 градуса çити ÿссе каять. Пĕтĕм шăм-шак, сыпăсем, тĕртĕмсем, куç улми хытă ыратаççĕ. пыр вĕчĕлтетсе, сăмса тулса тăрать. Çыннăн кăмăл пăтранать, пуç çаврăнать, сăмсаран юн кама пултарать. Икĕ-виçĕ кунран типĕ ÿслĕк пуçланать, кăкăр ыратать, вăйлах мар сунас пулать.
Вăхăтра тата пĕлсе сипленмесен, грипран пневмони (ÿпке шыççи), пĕчĕк ачасен пыр çивĕч хутланнипе сывлăш çăтма йывăрланасси пулма пултарать.
Чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мелрен пĕри – юлашки çулсенче вакцина тутарни. Хăвăрт чир çаклатма пултаракан йыша 60 çулран иртнĕ, ÿт-пÿ чирĕсемпе вăрах вăхăт чирлекенсем, сывлăш çулĕн вируслă чирĕсемпе (ОРЗ) аптăракансем, шкул çулне çитмен ачасем (6 уйăхран пуçласа) кĕреççĕ. Чирлĕ çынсемпе куллен контактра пулакан медицина работникĕсен, обществăлла транспортра ĕçлекенсен, шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсен, садике çÿрекенсен, суту-илÿпе, обществăлла апатланура ĕçлекенсен чир лекес хăрушлăх пысăк. Асăннă категорири çынсене профилактика шучĕпе çуллен обязательнăй йĕркепе прививка тăваççĕ. Сентябрь вĕçĕнчен пирĕн районта та грипран (сысна грипĕнчен те) хÿтĕленес тĕллевпе прививкăсем тума пуçланă. Ĕнерхи кун тĕлне районта 1462 çын грипран прививка тутарнă.
Чирлес мар тесен, организма пиçĕхтерни, иммунитета вăйлатни кирлĕ. Тĕрĕс апатланни, витаминсемпе усă курни, тĕрĕс канни, çывăрни, санитари гигиени (алăсене тăтăш супăньпе çумалла), сывă пурнăç йĕрки ерекен чирсенчен хÿтĕленес ĕçре пĕрре те пĕлтерĕшсĕр мар. Килте чирлĕ çын пулсан, ăна уйрăм вырăн туса памалла. Сыввисен çăварпа сăмса урлă марля повязка çыхмалла. Пÿлĕме таса тытмалла, тăтăш уçăлтармалла. Хăвăра чир лекнине туятăр пулсан, ĕçе (шкула) каймалла мар, обществăлла вырăнсене ан çÿрĕр. Килте юлмалла, чей, улма-çырла сĕткенĕсем, компот ытларах ĕçмелле. Врача киле чĕнсе илме май çук пулсан, поликлиникăна каймалла. Врач хушнă пек сипленмелле.
Чир-чĕр вăхăтĕнче сăмса шăтăкне оксолин маçĕ сĕрни, ремантадин ĕçни, ачасене арбидол ĕçтерни пулăшать. Иммунитета иммунал (эхинацея) та ÿстерет. Вăл вируссенчен хÿтĕленме пулăшать, температурăна чакарать.
Çапла вара грипран сыхланасси харпăр хăйĕнчен те нумай килет. Прививка тумалли вакцинăсем тĕп больницăна çак кунсенче тепĕр 1200 ытла кÿрсе килнĕ, вĕсене фельдшер пункчĕсем тăрăх валеçетпĕр.