26 октября 2010 г.

“ЮНИМИЛК” компанин Атăл çи тăрăхĕнчи дивизионĕн территорийĕнче сĕт пахалăхĕн кăтартăвĕсемпе пирĕн районти “Акконд-агро фирма” çĕнĕ рекорд тунине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Тăвайсем шăрăх кунсенче те сĕтĕн биологилле кăтартăвĕсене тивĕçлĕ шайра тытса пыма пултарнă.
Иртнĕ эрне кун вара район администрацийĕн пысăк залĕнче “Чи пахалăхлă сĕт тăратакан” ята тивĕçлĕ пулнă “Акконд-агро фирма” общество членĕсене чысларĕç.
Малтан “ЮНИМИЛК” компанин “Чебоксарский” сĕт комбиначĕн, “Акконд” фабрика изделийĕсен куравĕпе паллашрăмăр. Пысăк пахалăхлă кефир, сĕт тата ытти япаласем кăлараççĕ иккен унта. Тин çуралнă ачасенчен пуçласа аслă ăрури çынсем таранчченех тутанма пултараççĕ ĕнтĕ вĕсене. “Пĕтĕм çемье валли”,– тесе çырнă та пачкисем çине.
Уява “Волга” дивизионăн çыхăну енĕпе тата общественноçпа ĕçлекен директорĕ М.Жаркова, “Чебоксарский” сĕт комбиначĕн менеджерĕ С.Федоров ăшă сăмахсем каласа уçрĕç.
Унта “Чебоксарский” сĕт комбиначĕн директорĕ Д.Бибиков хăйсен коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, тăвайсен сĕчĕн çуллăхĕ те, белок кăтартăвĕ те чи пысăкки пулни пирки асăнчĕ.
Район пуçлăхĕ пулнă Н.Иванов “Акконд-агро фирма” обществăн ĕне витисене тума пуçланинчен тытăнса унта паян мĕнле ĕçлени таранах каласа кăтартрĕ. “Акконд” фабрикăн генеральнăй директорĕн В.Ивановăн пысăк пулăшăвĕ пирки те асăнчĕ. Атăл çи тăрăхĕнче “Чи пахалăхлă сĕт тăратакан” ята тивĕçлĕ пулнă коллектива тав турĕ, малашне тата лайăхрах ĕçлеме сунчĕ Николай Ильич.
“Чебоксарский” сĕт комбиначĕн директорĕ Д.Бибиков Тăвай ене, пысăк кăтартуллă ĕçшĕн “Акконд-агро фирма” обществăн коллективне, дояркăсемпе хăш-пĕр специалистсене Дипломсемпе хаклă парнесем пачĕ.
“Акконд-агро фирма” обществăн директорĕ В.Иванов хăйсен ĕçне çавнашкал пысăка хурса хакланăшăн тав турĕ, малашне те, пурте пĕрле тăрăшса, сĕт пахалăхне çÿлте тытасчĕ, тесе тĕллев лартрĕ.
Юлашкинчен çавнашкал чаплă сума тивĕçлĕ пулнă коллектива Тăвайри культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Пухăннисем чылайччен алă çупса хакларĕç вырăнти артистсен пултарулăхне.
Сăн ÿкерчĕкре: “Чебоксарский” сĕт комбиначĕн директорĕ Д.Бибиковпа Н.Иванов Н.Морозова дояркăна хаклă парне параççĕ.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.