АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех – пурнăç тăшманĕ (Общество, правопорядок)

26 октября 2010 г.

Эрех – пурнăç тăшманĕ. Урăхла ăна нимле хак та пама çук. Ĕçкĕпе иртĕхни пурнăçа аркатать, çемьесене салатать, ачасене тăлăха хăварать. Мĕн тери шел ашшĕ-амăшĕ пур çинчех вĕсен чун ăшшине туйса ÿсмен ачасене. Ĕçекен ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисен ачалăхне таптать. Ачасем ĕçекен ашшĕ-амăшĕшĕн тантăшĕсем умĕнче намăсланаççĕ, юлташĕсенчен ютшăнаççĕ, хăйсене “иккĕмĕш сортлă” туйма пуçлаççĕ. Хăш-пĕр ачасем вара çавăн пек çемьесенчи йăласене ăша хывса ÿсеççĕ, пурнăç çапла пулмалла та тейĕн вĕсемшĕн. Çамрăклах ĕçме, туртма, вăрлама, ытти япăх ĕçсем тума вĕренеççĕ. Вĕсем хаяр, ĕçлеме юратмаççĕ, анчах тутлă çиесшĕн, лайăх тумланасшăн. Лакмус хучĕ пек пĕтĕм киревсĕр йăла-йĕркене хăйсем çине илеççĕ. Вĕт ача-пăча нумай чухне çитĕннисене ÿкерсе илсе вĕсем пек пурăнма хăнăхать. Çемьере ашшĕ те, амăшĕ те ĕçет пулсан – пушшех те. Çавăн пек çемьесенче малашлăх çути курăнмасть, çын çут тĕнчене хăй мĕншĕн килнине те ăнланмасть. Вăл тĕллевсĕр сĕнкĕлтетсе пурăнать е унăн пуçĕнче эрех-сăрапа, шăрчăк пурнăçĕпе йăпанас шухăш кăна.
Ача çитĕннисене тĕслĕхе хывать терĕмĕр. Килте ашшĕ-амăшĕ енчен контроль çукки ачана хăвăрт пăсăлма çул уçса парать. Халь эрех-сăра ĕçекенсен йышĕ ахаль те çамрăкланса пырать. Вĕренекен çамрăк каçсерен килтен ăçта çухалнипе, вăл вăхăта ăçта ирттернипе, уроксене епле хатĕрленнипе кăсăкланма ĕçекен ашшĕ-амăшĕн “вăхăт” çук. Çитменнине вĕсем ачисем умĕнче сумне те çухатнă темелле. Çавăнпа та ăнăçсăр çемьесенчи ачасем киле çĕрле тин таврăнаççĕ, сахал мар чухне – сыпса. Вĕсен тумтирĕ çурăлса вараланса пĕтнĕ, питне-куçне кăвакартса пĕтернĕ. Эппин хĕрĕнкĕ “çăвăр автансем” пĕр-пĕринпе тытăçма ĕлкĕрнĕ. Çамрăксем мĕншĕн эрех патне туртăннин сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Пĕрисене эпир асăнтăмăр та ĕнтĕ. Ку вăл килти ĕçкĕ-çикĕллĕ лару-тăру. Тепĕр енчен ялта – ĕçсĕрлĕх, уйрăмах кĕрĕн-хĕлĕн. Тĕрĕссипе, ĕçекен çын ĕçшĕн пăшăрхансах та каймасть ĕнтĕ. Стакан тулли пулсан уншăн кашни кунах праçник. Ялсенчи культура вучахĕсенче çамрăксене тивĕçтерекен массăллă мероприятисем сайра иртеççĕ, интересе кура йĕркеленĕ клубсем, спорт секцийĕсем ĕçлемеççĕ, концертсемпе спектакльсем иртмеççĕ. Йăсăрланкалакан çавнашкал “вучахсем” районта пайтах. Çамрăксем хушшинче хăйсен пушă вăхăтне тĕрĕс йĕркелеме пултаракан сахал. Ытларах – шупка, шухăшлама юратман, инерци хыççăн сулăнакан масса. Тĕрĕссипе, йăлтах çамрăкран хăйĕнчен килет-ха: унăн тавра – тата тĕнче курăмĕнчен, шухăшлама, лайăххипе начаррине уйăрма, пуласлăх хăй аллинче пулнине ăнланма пĕлнинчен.
Хăш-пĕрисем малтанлăха йăнăшсан та, каярах тĕрĕс çул суйласа илеççĕ. Анчах ытларахăшĕ... Кунран-кун тĕпсĕр авăралла çывхарать. “Пĕр черкке мĕн çав...”, “пĕр кĕленче сăра çеç”,– текен çамрăк сахал-и пирĕн хушăра. Майĕпенех çавăн пек çамрăксем преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Хăйне ыттисем ним вырăнне хуманни, тантăшĕсем йĕкĕлтешни, ашшĕ-амăшĕ ĕçке путни, шкулта япăх вĕренни, килте йĕркеллĕ çимелли те, тăхăнмалли çи-пуç та пулманни ача чунне ĕмĕрлĕхе хуçса хăварать, çавăн пек çамрăка кайран обществăра хăйĕн вырăнне тупма çав тери кансĕр. Çул çитмен çавăн пек çамрăк юриех обществăна хирĕçле утăмсем тума та пултарать. Унăн вĕт хырăма тăрантмалла, çынран кая мар тумланмалла. Ашшĕ-амăшĕшĕн вăл пуррипе çукки пĕр. Çапла çамрăк çын шуçлак çул çине тăрать, вăрласа сутма пуçлать.
Çавăнпа çитĕннисене те, çамрăксене те çаплах чĕнсе калас килет. Атьăр тимлĕрех çаврăнса пăхар таврари пурнăç çине, хамăр утăмсене тĕрĕс хак пама хăюлăх çитерер: тĕрĕс тăватпăр-и эпир, инкеке кĕрсе ÿкнĕ çамрăка ăшă сăмахпа та пулин пулăшмалла мар-и. Çынна кÿрентерме ансат, унри шанчăка чĕртме чылай йывăртарах. Ĕçекен ашшĕ-амăшне çаплах калас килет: “симĕс çĕлен” серепинчен хăвăр тухма вăй çитереймесен, ачăрсем пирки шухăшлăр, вĕсем те сирĕн сукмакăр çине тăма пултарасси çинчен. Вĕсен те йĕркеллĕ çемьесенчи тантăшĕсем пек пурăнас, ашшĕ-амăшĕн ăшшине туяс килет. Çын ĕмĕрĕ ытла та кĕске. Ăна тĕрĕс пурăнса ирттерме вара пĕрре те çăмăл мар. Манса каяр мар: сывлăх та, телей кайăкĕ те харпăр хăй аллинче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика