26 октября 2010 г.
Тимлĕ вулакан асăрханă ĕнтĕ, юлашки уйăхсенче Тăвайри тавра пĕлÿ музейĕнчен хыпарсемех пулмарĕç. Мĕншĕн тесен çав вăхăтра музейре юсав ĕçĕсем пычĕç. Хамăр вăйпа эпир директор пÿлĕмĕнчи маччана плиткăсем, стенасене шпалер çыпăçтартăмăр, ăшăтакан система пăрăхĕсене сăрларăмăр, çĕнĕ гардинăсемпе шторăсем илсе çакрăмăр. Тăватă пÿлĕмре урайне сарнă линолеума çĕнетрĕмĕр. Ку енĕпе пире Петр Геннадьевич Петров пулăшрĕ. Ĕçе тĕплĕ те пахалăхлă пурнăçларĕ. Уншăн тавах ăна.
Хуçалăх ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн “Алло, алло! Пире илтетĕр-и“ курав валли кивĕ телефон аппарачĕсем пухма тытăнтăмăр. Хальлĕхе 12 аппарат тупма май килчĕ. Ку ĕç малалла пырать. Эсир те пире пулăшас-тăк тав тунă çеç пулăттăмăр.
Çак кунсенче ÿнер залĕнче çĕнĕ курав уçăлчĕ. Унта Виталий Яковлев, Владимир Степанов, Алексей Иванов (Енĕш Нăрвашран) тата Ирина Егорова художниксен ĕçĕсемпе паллашма пулать. Курава пурĕ 24 ĕç тăратнă. Картинăсене ÿнерçĕсем Моисей Спиридонов художник çуралнăрапа 120 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ пленэр вăхăтĕнче ÿкернĕ. Ку ĕçсемпе нăрвашсем ялти истори астăвăмĕн музейĕнче паллашнă та ĕнтĕ. Курава эпир те савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Унта культура ĕçченĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ял-йыш хутшăнчĕ. Картинăсем пирĕн музейра 1 уйăх пулĕç, пурне те пырса паллашма йыхравлатпăр. Шкулсенче вĕренекенсене пайăррăн чĕнес килет, вĕсемпе чăваш халăх художникне Моисей Спиридонова халалласа ятарлă урок ирттерме пулать.