26 октября 2010 г.
Çĕнĕ Ишпуçĕнчи культура çуртĕнче ĕçлекенсем çамрăксен канăвне усăллă та кăсăклă ирттерес тесе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.
Акă, нумаях пулмасть “Тавах сана, кĕр!” ятпа кану каçĕ пулчĕ. Ăна М.Петрова культура ĕçченĕ ертсе пычĕ.
“Мĕнле-ши вăл кĕр“, “Сăмах аукционĕ”, “Кĕрхи викторина”, “Кĕрхи аукцион”, “Кĕрхи коктейль”, “Поэзи саманчĕ”, “Кĕрхи миниатюрăсен театрĕ”, “Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем”, “Рифмăсем тăрăх, кĕр çинчен сăвă çырасси”, “Кĕрхи кĕвĕсем” номинацисенче тупăшмалла пулчĕ. “Пилешпе” “Палан” ушкăнри çамрăксен.
Ăмăрту питĕ çивĕч иртрĕ. Ушкăнсем пĕр-пĕрне парăнасшăн пулмарĕç. Çапах та юлашки икĕ номинаци хыççăн “Пилеш” команда нумайрах бал пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
Кану каçĕ хыççăн дискотекăра ташласа савăнчĕç хĕрсемпе каччăсем.