26 октября 2010 г.
Вăраха пынă çуллахи шăрăх та типĕ çанталăк пирĕн çĕр-шыври нумай çынна йывăр инкек кÿчĕ, хуçалăхсене пысăк сăтăр туса хăварчĕ. Çавăнпа ĕнтĕ кăçалхи çанталăк çинчен халĕ те кашни кунах аса илеççĕ. Çапла ĕнтĕ, пысăк йывăрлăх часах манăçмасть. Ун çинчен çÿлти пуçлăхсем те, халăх хушшинче те нумай тĕрлĕ сăмах-юмах çÿретеççĕ: çанталăк пăтăрмахĕсен сăлтавĕсене сÿтсе яваççĕ, вĕсене пула пулнă синкерлĕ пулăмсемшĕн “айăплисене” те шырама пикенеççĕ. Тата çакă тĕлĕнтерет. Кăçалхи пăтăрмахсемшĕн синоптиксене “айăплама” та пăхаççĕ. Вĕсем кăçал çанталăк мĕнле пулассине маларах пĕлме, тĕрĕс прогноз тума пултарайман имĕш. Çакăн пек шухăша центрти массăллă информаци хатĕрĕсенче те темиçе хутчен вулама тÿр килчĕ. Унпа вара пачах та килĕшме çук.
Акă ман умра “Советская Чувашия” хаçатăн кăçалхи январь тата апрель уйăхĕсенчи кĕçнерни кунсенче тухнă номерĕсем. Унта кăçалхи çулла мĕнле пулассине малтанах çырса кăтартнисем пур. Акă мĕнле çырнă унта: “Самое любимое всеми время года нынче будет сухим и жарким. Особенно нещадно будет светить солнце в июле и августе. Самые жаркие дни придутся на середину июля и начало августа. В эти дни даже в тени воздух может прогреться до 40 градусов...” Куртăмăр ĕнтĕ, шăпах çапла пулчĕ те. Авăн уйăхĕнче хăтлă, шăрăх мар, лăпкă “карчăк ăшши” текен çанталăк чылайччен тăрасса, юпа уйăхĕн иккĕмĕш вунăкунлăхĕнчен çанталăк пăсăлассине, пĕрремĕш юр çăвассине те маларахах тĕп-тĕрĕсех пĕлтерчĕç пире.
Паллах, синоптиксем те кăштах йăнăшма пултараççĕ. Анчах халĕ, техника прогресĕ вăйлă аталаннă май, синоптиксем çанталăк прогнозĕсене тĕпрен илсен тĕрĕс парса пыраççĕ. Апла пулсан эпир кăçал çанталăк условийĕсем питĕ йывăр пуласса малтанах пĕлнĕ. Анчах ăна пĕлсе тăни вĕсене сирсе яма пулăшаймасть вĕт-ха. Çапах та кирек мĕнле ĕçре те хамăртан килекенни питĕ нумай.
Çĕр ĕçне илес пулсан, тыр-пулшăн ырă та ăнăçлă çул питĕ сахал пулать. Тыр-пул тухăçĕ вара кашни çулах япăх пулмасть. Кăçал та çĕр ĕç законĕсене çирĕп пăхăнса, агротехникăна тĕрĕс йĕркелесе ĕçлекенсем начар мар тыр-пул, çĕрулми, выльăх апачĕ çитĕнтернĕ.
Ахальтен мар ĕнтĕ кăçалхи çанталăка пула пулнă инкеклĕ пулăмсем этем факторĕнчен те нумай килнине палăртаççĕ. “Кăçалхи пек çанталăк тата виçĕ-тăватă çул харăсах пулмалла тет”,– халăхра çакăн пек те калаçаççĕ. Кам кăларнă çак сăмахсене. Синоптиксемех çакăн пек прогноз паман пулĕ. Çут çанталăк пулăмĕсене нумай çул хушши сăнакансем çакна асăрханă: типĕ те шăрăх, çу каçиччен те пĕр тумлам çумăр ÿкмен йывăр çул хыççăн тепĕр çулĕ ырă та тыр-пулшăн ăнăçлă пулать. Çакна эпĕ те темиçе тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратăп.
1921 çулта хăрушă та асаплă выçлăх пулнă. Вăл Раççей историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Ун хыççăнхи 1922 çулта тыр-пулшăн питĕ ăнăçлă çанталăк пулнă. Çумăрсем шăп кирлĕ вăхăтра виçеллĕ çуса тăнă, ытла шăрăх мар ăшă çанталăк ытларах пулнă. Пирĕн анне (вăл 1900 çулта çуралнă, çав çулсене питĕ лайăх астăватчĕ) каланă тăрăх, кашни çурпилĕкрен (0,25 га) тăватшар урапа тулли пучахсемлĕ ыраш кĕлти кÿрсе килнĕ. 1921 çулта – пĕр урапа, вăтам çулсенче тухăç – 2–2,5 урапа.
1972 çулта кăçалхи пекех типĕ те шăрăх тăнă, вăрмансем, торф вырăнĕсем питĕ пысăк лаптăксем çинче çуннă. 1973 çул вара ял çыннисене савăнтарнă. Пур культура та питĕ пысăк тухăç панă. Пирĕн колхоз кашни гектартан 28,5 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ. Районĕпе – 23,2 центнер.
1981 çулта шăрăх та типĕ çанталăк вăрахчен тăнă. Июнь-июль уйăхĕсенче пачах та çумăр çуман. Июль уйăхĕнче кăнтăрла куллен 38–40 градуса çитнĕ. Тыр-пул тухăçĕ пур хуçалăхăн та питĕ пĕчĕк пулнă. Çавăнпа та çав çул утă-улăм, выльăх апачĕ туянма Ставрополь крайне кайнă.
1982 çул та пире ырă çанталăкпа, пысăк тухăçлă тыл-пулпа савăнтарнă. “Красная Чувашия” колхозра кашни гектартан 32 центнер тĕш тырă, 207 центнер çĕрулми пухса кĕртнĕ (районĕпе 28,1 тата 133 центнер. “Ял ĕçченĕ” хаçатри сводкăран).
Типĕрех пулнă 1954 çул хыççăн 1955 çул, 1961 хыççăн 1962 çул, 1975–1976 çулсем те çакăн евĕрлĕрех пулнине палăртма юрать.
Калама йывăр. Çакă вăл çут çанталăкăн эпир пĕлмен законех-ши е ăнсăртран пулакан пулăмсем кăна-и. Çапах та çитес çул лайăх пуласса шанас килет.