22 октября 2010 г.

Хаçатсене йÿнĕ хакпа çырăнмалли тапхăр вĕçленсе пырать. Вунă кунлăхра (октябрĕн 14–24-мĕшĕсенче) Сăхăтпуç ялĕнче район хаçатне 20 ытла вулакан çырăнчĕ. “Ял ĕçченне” 2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăма вара хальлĕхе 30 çын подписка йĕркеленĕ. Çырăнтару малалла пырать.
Владимир Александрович Чернов – ялти сумлă çынсенчен пĕри. Тăван хаçата вăл кашни çул çырăнать. Унсăр пуçне вăл “Хыпар”, “Сывлăх” хаçатсемпе туслă.
– “Хыпар” – республика, “Ял ĕçченĕ” районти хыпарсене пĕлме кирлĕ. Район хаçачĕ вара чи çывăххи”,– тет ĕç ветеранĕ. – Ялти çынсем мана хăш чухне хăйсене пулăшма чĕнеççĕ. Ун чухне хаçата вăхăтра вулаймастăп. Пушансан кăна алла тытатăп, пур пĕрех вĕçне çитичченех вуласа тухатăп. Район хыпарçин ĕмĕрĕ вăрăм пултăрччĕ. Унта ĕçлекенсене ăнăçу сунатăп.
Сăн ÿкерчĕкре: Сăхăтпуçĕнчи В.А.Чернов “Ял ĕçченĕ” хаçатăн черетлĕ номерĕпе паллашать.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.