АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял малашлăха пăхать (Сельское хозяйство)

22 октября 2010 г.

Киччĕри “1 Мая” ЯХПК тулли мар яваплăхлă “Дорстрой” обществăпа пĕрлешсе иртнĕ çул “Дорстрой-агро” общество йĕркеленни çинчен хăш-пĕр вулакансем пĕлмеççĕ те пуль-ха. Иртнĕ вырсарнире вара “Дорстройшăн” икĕ хут уяв пулчĕ. Пĕрре – çул-йĕр хуçалăхĕнче ĕçлекенсен, тепре – ял хуçалăх ĕçченĕсен професси уявĕсем.
Ял ĕçченĕсене уяв ячĕпе общество ертÿçи В.Николаевпа унăн çумĕ В.Волков саламларĕç, кăçалхи ĕçсемпе паллаштарчĕç. Киччĕсем çитес çур аки валли 450 гектар çĕртме сухи туса хăварнă. Çак ĕçре Н.Иванов, В.Иванов, Н.Моисеев механизаторсем ДТ–75, В.Чумышев Т–150 тракторсемпе тăрăшнă. Хуçалăх 162 га кĕрхи тулăпа ыраш акнă. Ял ĕçченĕсем халĕ тырă сортлас ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Тулăпа урпана сортласа кĕлете вăрлăхлăх хунă. Тасатмалли вика юлнă. Вăрлăх хатĕрлес ĕçре 7 çынран йĕркеленĕ ушкăн тăрăшать. Вăлах çуркунне пахча çимĕç калчисем çитĕнтерме парник хатĕрлесе хăварчĕ. “Дорстрой” Кармалта пысăк мар утар тытать. Çак шухăш киччĕсене те килĕшрĕ. Вĕсем утарпа ятарласа кайса паллашрĕç. Вара темиçе çул усă курмасăр выртнă лаптăка сухаласа хăварчĕç. Унта çитес çул вĕлле хурчĕсем валли нектар паракан культура акса хăварма палăртаççĕ.
Уяври тĕл пулура çавăн пекех В.Чумышев, Г.Карлов механизаторсем, Г.Шаклина рабочи тухса калаçрĕç. Чи пахи – киччĕсен умĕнче те малашлăх çути йăлтлатма пуçларĕ, вĕсен халĕ ăçта утмалли, мĕншĕн кĕрешмелли тĕллев пур. Ĕç пулсан, ял пĕтмест, малаллах талпăнать. Кăçал ял хуçалăх çулĕ çанталăк условийĕсене пула обществăшăн ăнăçсăртарах пулчĕ пулин те, киччĕсен те малашлăх шанăçĕ çук мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика