АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир сире ырă-сывă кĕтетпĕр (Общество)

22 октября 2010 г.

Эпир сире ырă-сывă кĕтетпĕр (Общество)

Чутей ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан, Раççей çарне каякан çамрăксем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Хăшĕ-пĕри хĕсмете кайма повестка та илчĕ.
Чутейри Игорь Сорокинпа Евгений Филипповăн çак кунсенчех служба вырăнне тухса каймалла. Пулас салтаксемпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Чайкин тĕл пулчĕ.
–Çара кайма юрăхлă пулни – кăмăллă пулăм. Эсир çĕр-шыв чиккисене сыхласа хăвăрăн тивĕçе чыслăн пурнăçласса шанатăп,– терĕ Валерий Васильевич. Вăл пулас салтаксене çирĕп сывлăх сунса асăнмалăх парнесем, халал çырăвĕ пачĕ.
Çамрăксене çавăн пекех ВУС инспекторĕ Н.Куракина, юлташĕсем саламларĕç.
 
Сăн ÿкерчĕкре: тĕл пулу саманчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика