АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипа хирĕç кĕрешер

22 октября 2010 г.

Грипп – йывăр инфекци чирĕ, сывлăшпа çÿлти сывлав органĕсем урлă ерет. Çывхаракан эпидеми вăхăтĕнче вăтам интенсивлă вируслă инфекципе грипп çÿресси пирки палăртаççĕ. А (H3N2) тата пандемиллĕ (H1N1), В вируссем ытларах хуçаланма пултараççĕ.
Кăтартусем тăрăх асăннă чирсемпе аптăрама пуçланă ĕнтĕ. Якутскра (82 процент), Екатеринбургра (60,3), Хабаровскра (27), Калининградра (19,2), Шупашкарта (24,5), Липецкра (18,1), Владивостокра (22,8) гриппа чирлесси ÿснĕ. Раççейри 18 хулара грипп çывхарнине палăртнă. Аденовируслă инфекци микробĕсене тата парагриппа РС инфекци вирусĕсене кăна тупса палăртнă. Кăçалхи сентябрĕн 26-мĕшĕ тĕлне ахаль тата пандемиллĕ грипсен вирусĕсем “çÿреме” пуçламаннине çирĕплетнĕ.
Кĕрхи тата хĕллехи кунсенче пуçланать эпидеми. Инфекцин тĕп çăлкуçĕ – чирлĕ çын. Тин çуралнисемпе икĕ çулчченхи ачасем, çие юлнă хĕрарăмсем, сывлав çулĕн тата чĕрен, сахăр чирĕсемпе, астмăпа аптăракансем, мăнтăррисем, 65 çултан иртнисем хăрушлăхлă ушкăна кĕреççĕ. Çавăнпа вĕсене инфекци ертес мар тесе упрамалла. Профилактика планĕпе килĕшÿллĕн асăннă ушкăнри 220 пин çынна (республикăри халăхăн 17 проценчĕ) грипран прививка тумалла. Паянхи куна Чăваш Ене “Гриппол плюс” тата “Гриппол” вакцинăсем 150 пин доза килнĕ.
Грипран прививка тутарсан, чирлеслĕх вăтамран икĕ хут чакать е чир çăмăл иртет, шала каймасть. Асăннă вакцинăсем хăрушлăхсăр, профилактика енĕпе пысăк пахалăхлă, пĕр чиртен тепĕр чире куçма памаççĕ. Прививка умĕн кашни çыннăн сывлăхне медицина работникĕн тĕрĕслемелле.
Пирĕн районта халлĕхе грипп чирĕпе аптăракансем çук. Профилактика ĕçĕсем туса ирттеретпĕр. Кĕркуннепе хĕллехи вăхăта валли паянхи куна Тăвайри офиса 60 вакцина панă. Вĕсене туса пĕтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика