19 октября 2010 г.

Ĕнер район депутачĕсен Пухăвне çĕнĕрен суйланнă депутатсен пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвĕ пулса иртнĕ. Полномочи срокĕ вĕçленнĕ май район пуçлăхĕ Н.И.Иванов хăй пуçлăх ĕçĕсене пурнăçлама чарăнни çинчен пĕлтернĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа депутатсем уççăн сасăласа район пуçлăхĕ тата район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пулма пиллĕкмĕш созыври депутатсен Пухăвĕн полномочийĕсем вĕçлениччен Т.Х.Шакшина депутата, депутатсен районти Пухăвĕн председателĕн çумĕ пулма В.И.Егоров депутата суйланă. Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕсен секретариатĕнче – Л.А.Кабакова, Л.П.Николаева депутатсем, райадминистрацин организациллĕ ĕç тата информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ А.Г.Титова.
Ларура район депутачĕсен Пухăвĕн яланхи комиссийĕсене туса хунă: бюджетпа экономика (председателĕ В.И.Егоров), законлăхпа право йĕркин, депутат этикин, вырăнти хăй тытăмлăх, социаллă ыйтусем (председателĕ В.П.Козлова), ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен (председателĕ В.П. Иванов), промышленноçпа суту-илÿ, предпринимательлĕх тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă комплекс (председателĕ С.В.Хумышев).
Унсăр пуçне район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнассипе çыхăннă конкурса йĕркелесе ирттерме комисси çирĕплетнĕ. Унăн йышне район пуçлăхĕн çумĕ В.Я.Шакров, “Шимкусский” ЯХПК ертÿçи Ю.А.Алексеев, хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи С.В.Хумышев депутат, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке, Тĕмерти врач офисĕн врачĕ В.П.Козлова депутат, “Акконд-агро фирма” обществăн директорĕ В.П.Иванов депутат кĕнĕ.
Конкурс комиссине патшалăх влаçĕн органĕсенчен тата виçĕ çынна кĕртме Чăваш Республикин Президенчĕ патне ходатайствăпа тухнă.
Лару кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтăва та пăхса тухнă, тивĕçлĕ йышăнусем тунă.
Лару ĕçне ЧР Президенчĕн Администрацийĕн представителĕ В.В.Михайлов, ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ М.М.Архипов хутшăннă.
Сăн ÿкерчĕкре: депутатсене удостоверени панă самантра.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.