АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ĕçченĕсене чысларĕç (Сельское хозяйство)

19 октября 2010 г.

Ял ĕçченĕсене чысларĕç (Сельское хозяйство)

Юпа уйăхĕ уявсемпе пуян. Аслă ăрури çынсемпе вĕрентекенсене саламланаччĕ малтан. Кĕрхи ярмăркка пулнăччĕ. Иртнĕ эрне кун вара Тăвайри культурăпа кану центрне ял хуçалăхĕнче вăй хуракан ĕçченсем пухăнчĕç. Уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте ырă тĕслĕх кăтартнисем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, çитменлĕхсене сÿтсе яврĕç, тепĕр çулхи тухăç пирки канашларĕç. Пурнăçри чи хисеплĕ ĕçре, çĕр ĕçĕнче вăй хуракансен халь пĕр тĕллев – выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарма хатĕрлемелле, ял хуçалăх техникине юсавлисен ретне лартмалла. Умри задачăсене пурнăçлассишĕн тимлеççĕ ял ĕçченĕсем.
Уявра “Тăвайри кооператив” потребобщество пысăк курав йĕркеленĕ. Культура çуртĕнчи фойере “Тăвайри общепит” тата “Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă обществăсен работникĕсем унталла-кунталла чупкалаççĕ. Çăкăрпа булка изделийĕсем тĕрлĕрен, печени, пĕремĕк, кĕлентĕр, пĕчĕк кукăль, пашалу, хуплу, пелĕш, пицца, пироженăй тата ытти те, пурĕ çĕр япала та пур пуль чăнах. Пулă тĕтĕмлекен-тăварлакан цехра çĕнĕ операци тума пуçланă. Тĕрлĕ пулла тасатса-касса пластмасса банкăсем çине хурса тăварлаççĕ.
Ял ĕçченĕсен ыйтăвĕсене хускатакан хаçат-журналсен тата кĕнекесен выставки йĕркеленĕ Тăвайри тĕслĕх библиотекинче тăрăшакансем. Пухăннисем кăмăлласах паллашрĕç унпа. Ял хуçалăх техникине çĕнетес енĕпе тимлекен организаци хăйсен ĕçне рекламăлатчĕ тата.
Уяв программине культурăпа кану центрĕн работникĕсем – Э.Ивановапа А.Павлов пуçларĕç. Çĕр ĕçченĕсен хастарлăхне уçса паракан сăвă йĕркисене вуларĕç вĕсем.
Вĕсем хыççăн район пуçлăхĕ Н.Иванов сăмах илчĕ.
Шăрăх кунсене пăхмасăр “Родник” тулли мар яваплăхлă (директорĕ А.Петров), “Акконд-агро фирма” (В.Иванов) обществăсем, Грачев-фермер хуçалăхĕ пĕрчĕллĕ йышши культурăсене пĕр гектартан 13–15,6 центнер тухăç илме пултарнă. В.Степанов (Ленин ячĕллĕ), В.Андреев (”Новый путь”), В.Демин (”Акконд-агро фирма”) механизаторсем акара тата вырмара тăрăшулăхпа палăрнă. В.Николаев (Николаев хр. фер. хуç.), В.Семенов (”Акконд-агро фирма”) комбайнерсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса илнĕ çĕрте активлăх кăтартнă. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте А.Емельянов (”Акконд-агро фирма”) маттур пулнă.
Çуллахи шăрăх кунсем кÿнĕ сиене саплаштарма района 11 миллион та 035 пин тенкĕлĕх субсиди уйăрнă. Çак пулăшупа усă курса 4753 гектар çинче кĕрхи культурăсем акса хăварнă, 4350 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă.
Выльăх апачĕ хатĕрлеме района 7 миллион тенкĕлĕх пулăшу пама пăхнă патшалăх. 2 миллион та 131 пин тенки районти хуçалăхсен счечĕсем çине куçнă, ытти çывăх кунсенче çитмелле. Тăхăр уйăх хушшинче Тăвай ен хуçалăхĕсене 49 миллион та 824 пин тенкĕлĕх пулăшнă. Паянхи куна 7980 тонна выльăх апачĕ хатĕрленĕ, кашни условнăй выльăх пуçне – 24,6 центнер апат еденици.
Фермăсене хĕле хатĕрлес енĕпе “Акконд-агро фирма” общество, “Чутеевский”, “Шимкусский” ЯХПК–сем, Грачевпа Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕсем аван ĕçленĕ. Машинăпа ĕне сăвакан операторсем – А.Антонова, З.Морозова, Г.Салмина (”Акконд-агро фирма”) тата Г.Шашкова (Грачев) иртен пуçласа каçченех фермăра тăрмашаççĕ. 5000–5132 килограмм сĕт сунă вĕсем кашни ĕне пуçне. Ĕне пăхакансем – Н.Новиковапа (”Акконд-агро фирма”) В.Козлова (”Чутеевский”), сысна самăртакансем – Л.Шашковапа (Грачев) А.Семенова (”Шимкусский”) мухтава тивĕçлĕ.
Техникăна çĕнетесси пирки те манмаççĕ агропромышленноç комплексĕнче тăрăшакансем.
“Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” программăна пурнăçлассишĕн тимлетпĕр. Пурнăç условийĕсене лайăхлатма пысăк суммăллăх укçа-тенкĕ парса пулăшнă хăш-пĕр çемьесене. Çанталăкăн çăмăл мар условийĕсенче çĕр ĕçченĕсем пуçа усмарĕç, хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшрĕç. Умра – пысăк тĕллевсем. “Акконд-агро фирма” обществăра сĕт завочĕпе вите тăвассине, “Чутеевский” ЯХПК–ра вите реконструкцилессине вĕçлемелле. 14926 гектар çинче çураки тумалла. Паянхи куна 1410 тонна вăрлăх пур, тепĕр 650 тонна туянмалла.
“Агропромышленность комплексĕн хисеплĕ работникĕсем, ветерансем, ял хуçалăх продукцине ĕçлесе хатĕрленĕ çĕрте тăрăшакансем, сире профессиллĕ уявпа саламлатăп. Пысăк хака тивĕçлĕ ĕçĕршĕн, экономикăна çирĕплетессишĕн çанă тавăрса тимленĕшĕн тав тăватăп. Çирĕп сывлăхпа телей сунатăп”,– çавнашкал ырă сăмахсемпе вĕçлерĕ калаçăвне Николай Ильич. Унтан АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕпе В.Ванеркепе пĕрле Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем пачĕ.
Чи малтан сцена çине “Шимкусский” ЯХПК-ра выльăх-чĕрлĕх пăхакан А.Матвеева тухрĕ. Ăна хаклă парнепе чысларĕç. РФ ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине Шупашкарти уявра парасси пирки пĕлтерчĕç. В.Андреев механизатора (”Новый путь”), машинăпа ĕне сăвакан операторсене – Г.Шашкована (Грачев) тата И.Герасимована («Красная Чувашия»), А.Михайлов тĕп агронома (”Акконд-агро фирма”) ЧР ял хуçалăх министерствин, Н.Пимулин хуралçăна (“Акконд-агро фирма”), А.Иванов механизатора (”Сельхозхими”), ”Шимкусский” ЯХПК кассирне А.Данилована район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕç. Парнене тивĕçлĕ пулнă ытти ял ĕçченĕсем те пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç.
Çавăн пекех пухăннисене уяв ячĕпе ЧР Президент Администрацийĕн представителĕ М.Архипов, Раççейри ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалăн ертÿçи А.Коршунов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатне В. Иванова пулăшакан В.Ильин, “Тăвайри сĕт-çу завочĕ” обществăн директорĕ А.Казаков, “Поддержка” страхлакан компанин республикăри представителĕ Н.Иванова саламларĕç. Чăваш Ене аталанма районти агропромышленность комплексĕн работикĕсем те чылай пулăшнине палăртрĕç вĕсем. Хăйсемпе çыхăну тытнă хуçалăхсене Тав хучĕсем пачĕç страхлакан компанипе сĕт-çу завочĕ.
Культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç юлашкинчен. Концерт программипе кăмăллă юлчĕç пухăннисем, чылайччен алă çупса тав турĕç.
Çавра сĕтел хушшинчи калаçу вара тепĕр çулхи тĕллевсем пирки пычĕ. “Çăмăл мар пулин те, кăçалхи çула ăнăçлă вĕçлемелле, çитес çул тата тăрăшуллăрах ĕçлемелле”,–тесе калаçса татăлчĕç çĕр çыннисем.
 
Сăн ÿкерчĕкре: район пуçлăхĕ Н.Ивановпа АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальикĕ В.Ванерке А.Матвеевана хаклă парне параççĕ.
Сăн ÿкерчĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика