19 октября 2010 г.
Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çуртĕнче кĕр уявĕ пулчĕ. Пирваях сцена çине фольклор ушкăнĕ тухрĕ. Вăл чăвашсен авалхи йăли-йĕркине сăнласа пачĕ. Пирĕн мăн асаттесем, кĕрхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен, çĕнĕ тырăран çăкăр, кукăль пĕçернĕ, çĕнĕ хăмларан сăра вĕретнĕ, вара, тăван-хурăнташсене пухса, кĕр уявĕ ирттернĕ.
Фольклор ушкăнĕ ял-йыша халăхăн юрри-ташшипе, вăййисемпе паллаштарчĕ. Э.Кириллова, И.Петрова, Т.Константинова, М.Васильев, И.Кузьмин, Г.Орешникова, Н.Федотова, Т.Иванова пухăннисене Ваттисен, Вĕрентекен, Ял хуçалăх ĕçченĕн кунĕсемпе (ахальтен-и юпа уйăхĕ уявсенчен тулăх) саламласа юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Культура ĕçченĕсем чечексен куравне те йĕркелерĕç. Ачасем хăйсен ташшипе пурне те ташă картине йыхăрчĕç. Уяв каçĕ сакăрвуннăмĕш çулсенче анлă сарăлнă юрă-кĕвĕсемлĕ ташăсемпе вĕçленчĕ.