АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акци иртет

19 октября 2010 г.

Район пуçлăхĕ Н.Иванов юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕччен” Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн” акци ирттереси пирки йышăну кăларнă. Унăн тĕп тĕллевĕ – çитĕнекен ăрăва сиенлĕ йăласемсĕр пурăнма хăнăхтарасси. Çак тапхăрта туса ирттермелли мероприятисен планне хатĕрленĕ.
Мартăн 1-мĕшĕнчен районта “Шкул – сывлăх территорийĕ” ятлă конкурс пырать. Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче çĕнтерÿçĕсене палăртатпăр.
Акци вăхăтĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсенче право сыхлавĕн сотрудникĕсемпе, медицина ĕçченĕсемпе тĕл пулусем ирттерме палăртнă. Вĕсенче ăнлантару ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрĕç. Сывлăх кунĕсемпе сехечĕсенче эрех-сăра, табак, наркотик сиенĕ пирки пырĕç калаçусем. Шкулсенче, обществăлла вырăнсенче çамрăксене сывлăха упрама чĕнекен, сиенлĕ йăласене сивлекен информаци стенчĕсем, плакатсем вырнаçтараççĕ.
“Сиенлĕ йăласем вырăнне спорта суйлатăп” акцире çамрăксем активлăх кăтартаççĕ. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем пулĕç акци вăхăтĕнче. Хăшĕсене ирттернĕ те ĕнтĕ.
Спорт мероприятийĕсен программинче “Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье” ăмăрту та пур. Ăна ял тăрăхĕсем хушшинче чÿк уйăхĕнче йĕркелеме палăртнă.
Наркотик сиенĕ çинчен те реклама блокĕсем вырнаçтарĕç. Психоактивлă япаласемпе усă курассине хирĕç профилактика ĕçĕ ирттерес тĕллевпе шкулта вĕренекенсем хушшинче анкета тĕпчевĕ иртет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика