18 октября 2010 г.

Аслă ăру çыннисен пурнăç опычĕ пирĕншĕн, çамрăксемшĕн, питех те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ, çĕр-шыва аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Эпир вĕсен умĕнче пуç таятпăр. Культура çурчĕсемпе клубсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем районта – 22, библиотекăсенче тăрăшнисем – 10 çын. Нумаях пулмасть культура ĕçĕн ветеранĕсем валли тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Çак савăнăçлă самант пухăннисен асĕнче тарăн йĕр хăварчĕ пулĕ.
Уява Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.В.Александрова йĕркелесе пычĕ.
Чи малтанах райадминистрацин культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн ертÿçи Г.Масленников саламларĕ, хисеплĕ ватăсене çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, сунчĕ. Вăл районти ĕç-пуçсемпе паллаштарчĕ, ватăсене социаллă пулăшу кÿрессипе мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. “Пирĕн тĕллев – аслă ăру çыннисен пурнăçне лайăхрах, хăтлăрах, канлĕрех туса парасси”,–терĕ Геннадий Арсентьевич.
Тăвай районĕ пысăках мар пулин те, 13 çын “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята тивĕçнĕ. Шел пулин те, чылайăшĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Вĕсене ятран асăнса пĕр минут шăп тăтăмăр.
Хисеплĕ ятпа чысланисенчен йышĕнчен хăнара районти культура пайĕн пуçлăхĕнче нумай çул ĕçленĕ Наталья Петровна Петрова пулчĕ. Ырă сывлăх, вăрăм кун-çул, ăнăçу сунчĕ вăл пурне те. Ăшă калаçу вăхăтĕнче культура ĕçченĕсем илемлĕ юрăсемпе ватăсен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç.
Хыçа хăварнă çулсене аса илнĕ майăн ыррине куç умне кăларчĕç, йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасăр, кăмăл хăвачĕпе ĕçленине палăртрĕç сумлă ветерансем.
Тивĕçлĕ канури библиотека ĕçченĕсене Тăвайри халăх музейĕн директорĕ С.А.Сергеева саламларĕ.
Уява килнисем пурнăçри интереслĕ самантсене аса илчĕç, хăйсене çапла хисеп тунăшăн тав турĕç.
Киччĕри Т.П.Шакшина мăшăрĕпе нумай çул ялти культура çуртĕнче ĕçленĕ. Пенсире пулсан та районти уявсене хутшăнать. Тĕл пулупа кăмăллă юлнине пĕлтерчĕ вăл. В.Александрова “Ватăлатпăр çав тăван, ватăлатпăр” сăвва вуланă чух кашниннех куçĕсем шывланчĕç. Унăн авторĕ – Нÿшкассинчи Е.Фомина. Ытла та чуна пырса тивмелле çырнă ăна.
Уява килнисене пурне те пĕчĕк парне парса, чейпе, кукăльпе сăйласа тепĕр çулччен сывпуллашрăмăр.
Сăн ÿкерчĕкре: уяв вăхăтĕнче.