АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх çул темрен те паха (Дорожное строительство)

15 октября 2010 г.

Лайăх çул темрен те паха (Дорожное строительство)

Кулленхи пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулса тăрать çул-йĕр. Вăл ялпа хулана, ялпа яла çыхăнтарать. Кĕрĕн-çурăн урамран урама иртме те тем кирлĕ мар тепĕр çĕрте. Ун пек чухне ирĕксĕрех пуçа шухăш пырса кĕрет: эх, хăçан иртĕ-ши ку лапра?
Тăвай районĕнчи çулсене хурламах çук. Республикăра сайра пирĕн тăрăхри пек, хытă сийлĕ çулсем. Ахальтен мар район центрĕнчен кирек хăш еннелле, пур яла та тенĕ пек автобуссем çÿреççĕ. Мĕншĕн ыттисемпе танлаштарсан лайăхрах? Мĕншĕн тесен пирĕн районта çулсем тăвассине, вĕсене пăхса тăрассине ялан тимлĕх уйăрнă.
Республикăра çул-йĕр тăвассипе хастар ĕçлекен организацисенчен пĕри – тулли мар яваплăхлă “Дорстрой”. Çак обществăна, вăл йĕркеленнĕ пирвайхи кунранах – 1993 çултанпа – Владимир Александрович Румянцев ертсе пырать. Асăннă общество республикăри çул-йĕрсене тивĕçлĕ шайра тытса тăма пысăк тÿпе хывать. Пирĕн район территорийĕнчи çулсене "пĕтĕмпе 143 км тăршшĕ, çав шутра республика пĕлтерĕшлисем – 25 км" 100 проценчĕпех “Дорстрой” тытса-пăхса тăрать: çĕнĕрен тăвать, юсаса лайăхлатать, хĕллехи вăхăтра тасатать, тирпей-илем кĕртет. “Дорстрой” Президент программисенче пăхнă пур çул-йĕре те тума хутшăнать. Иртнĕ çулсенче акă Энĕшпуç çулне хута ячĕç. Халĕ автомобиль çулĕ Кайпăç таранах, унпа Хусана та çăмăллăнах çитме пулать. “Шкул автобусĕ” программа Мучарпа Çĕнĕ Ишпуç ялĕсенчи çулсене ĕçе кĕртме хистерĕ. “Парксемпе сад пахчисен çулталăкĕ” программăна хутшăнса Тăвай ялĕнчи парка тасатса тирпей-илем кĕртнĕ. Пирĕн общество района ыркăмăллăх шучĕпе пулăшассинчен те нихăçан та айккинче юлман.
“Дорстройăн” районти подразделенийĕ республикăра малтисен шутĕнче. Кунта çителĕклĕ пурлăхпа техника бази, ĕç вăйĕсем. Коллектив чăмăртанса çитнĕ, хастар. Ума лартнă тĕллеве пурнăçлассишĕн вăй-хала та, вăхăта та шеллемест. Г.Рузавин грейдерист, В.Иванов механизатор, В.Федоровпа В.Никифоров экскаваторщиксем, Г.Иванов асфальтоукладчик, В.Потапов, В.Кувшинов, В.Рузавин, В.Храмов, Ю.Белов водительсем, Ю.Капитонов, С.Дмитриев, Н.Афонин, В.Васильев рабочисем чуна парса ĕçлеççĕ. Тĕрĕссипе кунта никама та хурлама, ÿпкелешме çук. Унашкаллисем пирĕн патăрта тытăнса та тăмаççĕ. Çынсем ĕç вырăнне хаклаççĕ, çавăнпа та яваплăх туйăмне мала хураççĕ. Пур пек техникăпа, ĕç ресурсĕсемпе туллин усă курма тăрăшатпăр.
Коллективра физкультурăпа спорта аталантарас, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес ыйтусем те пĕлтерĕшлĕ. “Дорстрой” футболисчĕсем кăçал район чемпионĕ пулса тăчĕç, унсăр пуçне район кубокĕнче çĕнтерчĕç. Волейболистсене те чи лайăх енчен кăна палăртма пулать, вĕсем – лидерсем. Районти, республикăри тĕрлĕ ăмăртусене ăнăçлă хутшăнаççĕ çамрăксем: çăмăл атлетикăпа та, йĕлтĕрпе чупассипе те.
Паллах, пур çĕрти пекех, çул-йĕр хуçалăхĕнче те йывăрлăхсемсĕр мар ĕнтĕ. Пысăк калăпăша пурнăçлама ĕç фрончĕ кирлĕ. Юлашки вăхăтра пысăках мар ĕçсене пурнăçлама тивет. Ăçта юсамалла, ăçта пĕрер километр çĕнĕрен асфальт сармалла. Çавах та эпир пĕр ĕçрен те ÿркенмен, çавăнпа та ку çулталăка та ăнăçлах вĕçлессе шанатăп. Халĕ çул-йĕр ĕçченĕсен пĕр пайĕ Вăрмар районĕнче Чулкасы çулне тунă çĕрте тăрăшать.
Хытă сийлĕ çулăн та хăйĕн ĕмĕрĕ пур. Районти çулсенчен ытларахăшне вара чылай çул каялла тунă. Вăхăтра кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрайманнипе çул кивелет, шăтса пĕтет. Вĕсене юхăнса кайиччен питĕ çĕнетмелле. Раççей Президенчĕ Д.Медведев та, В.Путин премьер та малашне çул-йĕр строительствине пысăкрах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕç. Апла пулсан, умри йывăрлăхсене парăнтармашкăн майсем пулĕç.
Çул-йĕр хуçалăхĕнче ĕçлекенсене, çак ĕçĕн ветеранĕсене, вĕсен çемйисене – пурне те професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, телейпе ăнăçусем сунатпăр. Çул-йĕр ĕçĕ малашне те аталанса пытăр, тата пахарах шая çĕклентĕр.
 
Сăн ÿкерчĕксенче: “Дорстрой” обществăн генеральнăй директорĕ В.А.Румянцев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика