15 октября 2010 г.

Иртнĕ ытларикун район администрацийĕн пĕчĕк залне ял поселенийĕсен çĕнĕрен суйланнă пуçлăхĕсем, пай начальникĕсем, сектор заведующийĕсем пухăнчĕç.
Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене суйланин пĕтĕмлетĕвĕсемпе территори суйлав комиссийĕн председателĕ Н.Павлова паллаштарчĕ. Юрист службин секторĕн заведующийĕ Е.Бельская должноçри ĕçсене мĕнле туса пыма пуçламаллине ăнлантарчĕ. Район пуçлăхĕ Н.Иванов ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене çĕнĕ удостоверенисем пачĕ, çăмăл мар ĕçĕре ăнăçу сунчĕ. Вĕсен умне конкретлă задачăсемпе тĕллевсем лартрĕ Николай Ильич. Л.Медведева, Р.Кузьминана, А.Ломоносова пуçлăх ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра туса пынăшăн Тав хучĕпе парне парса чысларĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: район пуçлăхĕ Н.Иванов Енĕш Нăрваш ял поселенийĕн çĕнĕрен суйланнă пуçлăхне В.Петрова удостоверени парать.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.