15 октября 2010 г.
“Ял ĕçченĕ” хаçатра унта та кунта магазин çĕнетни пирки çыраççĕ. Пире хăçан черет çитет-ши“–тесе ĕмĕтленнĕ ĕнтĕ тĕмерсем те. Пăр тапранчĕ! Магазина иртнĕ кунсенче çĕнетме пуçланă. Юсавçăсем виççĕн ĕçлеççĕ, стенасене штукатурка тăваççĕ. Хăй вăхăтĕнче Тĕмерте кооператорсен виçĕ магазинлă суту-илÿ комплексĕ пулнă. Халь А.Никитина заведующипе Н.Хумышева сутуçă пĕр çĕрте тĕрлĕ таварпа суту-илÿ тăваççĕ. Антонина Егоровна 1991 çултанпа вăй хурать ку енĕпе, Нина Николаевнан ĕç стажĕ 30 çул пулать кĕçех. Асăннă магазина нумаях пулмасть газпа хутса ăшăтма пуçланă.
Сĕт пухассипе те ĕçлеççĕ тĕмерсем. Нумаях мар пулин те, пухăнать. В.Иванов хатĕрлевçĕ кашни кун вăхăтра илсе каять сĕте.
Кил хуçалăхра ытлашши продукцие З.Кучерова, Л.Беляева, В.Никитина, Л.Зайцева тата ыттисем те хаваспах сĕнеççĕ кооператорсене.