15 октября 2010 г.
Суту-илÿ системинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене тимлĕхре тытма тăрăшаççĕ пирĕн кооператорсем. Май килнĕ таран пулăшаççĕ аслă ăрури çынсене, вĕсен сывлăхĕпе тата пурнăç условийĕсемпе интересленеççĕ. Çуралнă кунĕсемпе, юбилейĕсемпе те саламлама манмаççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне паллă тума пуçланăранпах акă, потребобщество ветеранĕсене юпа уйăхĕнче пĕчĕк парне парса хавхалантараççĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухнисем 124-ăн шутланаççĕ, вĕсенчен вун иккĕшĕ ĕçлеççĕ. Асăннă уявра 112 çынна 5-шер килограмм шурă çăнăх, пĕр литр тип çу панă потребобщество администрацийĕ.