15 октября 2010 г.

Нумаях пулмасть Шупашкарта Чăвашпотребсоюзăн 90 çулхи юбилейне халалланă тепĕр мероприяти иртнĕ.
“Обществăлла апатланури кондитерсен кулинари ăсталăхĕ” республикăри конкурса 12 район хутшăннă. Пурĕ 16 çын (10 повар тата 6 кондитер) тĕрлĕ изделипе блюдо хатĕрлессипе тупăшнă. “Тăвайри общепит” тулли мар яваплăхлă общество ĕçченĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă унта. Асăннă коллективри ĕçсене Вера Анатольевна Александрова аван йĕркелесе пырать, технологĕ – Ольга Ивановна Автина. Ассортименчĕ пуян пулнă тăвайсен, çирĕм ытла издели илсе кайнă. “Туслăх” кафери Раиса Витальевна Кузьмина поварпа кулинари цехĕнчи Светлана Владимировна Лашманова кондитер хÿтĕленĕ район чысне. Вĕсене конкурса хатĕрленме пĕрле ĕçлекен С.Ивановапа Г.Степанова пулăшнă.
Жюри членĕсем курава тăратнă хăш-пĕр япаласене кăна суйласа илнĕ пахалама, “Роза к чаю”, “Конвертики по Янтиковски”, “Медвежата” тата ытти ятлисене.
Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн Тăвай енĕн кондитерĕ С.Лашманова – виççĕмĕш, Р.Кузьмина повар улттăмĕш вырăнсене тухни çирĕпленнĕ. Çĕнтерÿçĕсене диплом, медаль, парне, тÿлевсĕр вĕренме кайма сертификат панă.
Света Кĕрше ялĕнче çутă тĕнчене килнĕ. Унăн амăшĕ, Нина Григорьевна, апат-çимĕç хатĕрлеме питĕ юратать. Пĕчĕк хĕр пĕрчи те яланах ăна пулăшма тăрăшнă. Сĕтел çÿллĕш çитĕнейменнипе пукан лартсах тăрмашнă вăл амăшĕпе пĕрле. Асли хăваласа яман, хĕрĕ пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнишĕн кăмăллă пулнă.
Шкултан вĕренсе тухсанах Ленинграда çул тытнă, тинĕсре ишекенсем пулма хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. Шел, ăнăçу айккипе иртсе кайнă. “Зеркальное” ача-пăча санаторинче поварта ĕçлеме пуçланă вара ентешĕмĕр. Кайран ăна аслă повара куçарнă. “Чун яланах тăван ялтаччĕ. Çавăнпа района куçса килтĕмĕр. Тăвай ялĕнче йăва çавăртăмăр. Уйрăм ĕç йĕркелесе пăхрăм малтан. Пилĕк çул каялла вара “Тăвайри кооператив” потребобществăн “Шуçăм” ятлă кафене вырнаçрăм. Пĕлтĕр кулинари цехĕнчи ĕçсене йĕркелесе пыма шанчĕç. Питĕ килĕшет ку ĕç. Халь республикăри конкурсра виççĕмĕш вырăна тухни ăсталăха татах ÿстерме хавхалантарать. Ку енĕпе вĕренес ĕмĕтсем те пур-ха”,– тет С.Лашманова, IV разрядлă кондитер.
Икĕ ача çитĕнтереççĕ вĕсем мăшăрĕпе. Асли – Сергей, духовнăй семинаринче вĕренет. Варвара Тăвайри вăтам шкулта, виççĕмĕш класра пĕлÿ пухать. Çемье пуçĕ, Андриян Николаевич, Çурçĕрте ĕçлет.
Эпир Р.Кузьминапа С.Лашманована çитĕнÿ тунă ятпа саламлатпăр, харпăр хăй ĕçĕсенче ăнăçу сунатпăр.
Сăн ÿкерчĕкре: С.Лашманова кондитер, Р.Кузьминапа С.Иванова поварсем, О.Автина технолог, потребобщество совечĕн председателĕ В.Федоров республикăри конкурсра.