АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей шăпчăкĕ (Культура)

12 октября 2010 г.

Раççейĕн пĕтĕм халăх юратакан, шăпчăк сассиллĕ поэчĕ Сергей Есенин çуралнăрапа 115 çул тултарнине халалласа районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче кĕнекесен куравне тата поэзи сехечĕ йĕркелерĕç. С.Николаева вырăс литературине вĕрентекен ертсе пынипе тĕл пулăва Тăвай шкулĕнчи вунпĕрмĕш классенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Çамрăксене паллă поэтăн пурнăç çулĕпе пултарулăхĕ çинчен кĕскен район хаçачĕн журналисчĕ И.Соловьев каласа кăтартрĕ. Вăл С.Есенин çуралнăранпа 80 çул тултарнине халалланă Рязань тăрăхĕнчи Константиново ялĕнчи уявра пулнă, поэтăн йăмăкне Александра Есенинана, поэт пурăннă музей-çурта, унти паллă вырăнсене ÿкерсе илсе йĕркеленĕ альбомпа паллаштарчĕ.
Сергей Есенин – пысăк туйăмлă лирик. Çавăнпа унăн сăввисем хăйсем тĕллĕн тенĕ пекех кĕвве хывăнаççĕ. Вĕсенче поэт тăван тавралăха, çынна, чĕр чунсене, Раççей çĕр-шывне чунтан юратни курăнать. Чĕлхи вара тĕлĕнмелле пуян, сăнарлă. Çав пуянлăх, сăнарлăх халăх поэзине çывăх. Культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем вĕренекенсене поэт сăвви тăрăх хывнă “Отговорила роща золотая” юрра пысăк туйăмпа юрласа пачĕç.
Вырăс поэзийĕн генийĕ пурнăçран кайнăранпа кăçал 85 çул çитет. Унтанпа тем тĕрлĕ улшăнусем пулса иртрĕç пулин те, Есенин таланчĕ ним чухлĕ те иксĕлмен, Раççей халăхĕ ăна унчченхинчен те çывăхрах йышăнать. Çамрăк ăру вара унăн пултарулăхĕнче хăйшĕн тата çывăхраххине, хаклăраххине курать.
Вулав залĕнчи тĕл пулăва Л.Даниловапа И.Дмитриева библиотекарьсем лайăх ертсе пычĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика