12 октября 2010 г.
Ватă çынсем Тĕмерти культура çуртне чылайăн пуçтарăнчĕç. Шкул ачисем хăнасене саламласа сăвăсем каларĕç. “Асатте” ятлă сценкăна ăста вылярĕç пĕчĕк артистсем. Тĕп шухăшĕ кунта ватă çынсене хисеплемелли, вĕсене канлĕ пурнăç туса памалли çинчен.
Паллă кунпа пухăннисене Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.И.Иванов, Тăвай больницин тĕп врачĕ Н.Н.Бурдасова, ялти ветерансен канашĕн председателĕ В.А.Петров, культура çурчĕн директорĕ Т.С.Ямщикова ăшшăн саламларĕç.
Ун хыççăн художество пултарулăх членĕсем концертпа савăнтарчĕç. Светлана Ярхунова, Галина Иванова, Наталия Яковлева, Инна Краснова, Тамара Жилкина, Анатолий Павлов юрлакан юрăсем ватăсен кăмăлне çĕклерĕç.
Унтан сĕтел хушшинче чей ĕçнĕ май ăшă калаçу пуçланчĕ. Иртнине аса илчĕç, хальхи вăхăтра хумхантаракан ыйтусене çĕклерĕç. Культура çурчĕн художество пултарулăх ертÿçи Валерий Смирнов купăсне тăсса ярсан ватăсем те текех чăтса лараймарĕç, çамрăксемпе пĕрле юрларĕç, чăваш ташши ташласа киленчĕç. Уявран пурте тулли кăмăлпа саланчĕç.