12 октября 2010 г.
Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне уявлама пуçлани 20 çул çитрĕ.
Тăрмăшри тĕслĕх библиотекине çынсем нумайăн пухăнчĕç, шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç уяв пуçланиччен. Хăнана пушă алăпа çÿремеççĕ, текен йăлана çирĕп пăхăнаççĕ иккен кинемейсемпе мучисем.
Зоя Михайловна Потапова питĕ тутлă кăмпăрчăк (хворост) хатĕрленĕ. Туй, юбилей ирттерме торт пĕçерсе пама та ÿркенмест вăл. Мăшăрĕпе, Григорий Петровичпа, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ.
Вĕсен кÿрши Валентина Андреевна Дмитриева та вăр-вар. Картишĕнче, пахчара, пÿртре тĕрлĕ чечек ÿстерет вăл. Иçĕм çырли те нумай унăн. Чăх-чĕп, хур-кăвакал пăхать ватă, ял хуçалăх ĕçĕсене хутшăнма та хирĕç мар. “Пирĕн асанне-кукамай”, – тесе хисеплеççĕ кинемее кÿршисем. Вăл та кăмпăрчăк аван пĕçерет иккен. З.Потаповапа В.Дмитриева яла тирпей-илем кĕртме те хаваспах хутшăнаççĕ. Культурăллă мероприятисенчен те юлмаççĕ икĕ туслă кÿршĕ. Ырлăх-сывлăхпа канлĕ ватлăх сунас килет вĕсене.
Антонина Николаевна Кадикина салатсем илсе килнĕ уява. “Кинпе пĕрле хатĕрлерĕмĕр”, – çамрăккине мухтамасăр хăвармасть ватă.
Ольга Лукинична Андреева кавăнран кĕрхи кукăль пĕçернĕ, Валентина Алексеевна Васильева килти иçĕм çырлипе, помидорпа сăйларĕ пухăннисене.
Елена Григорьевна Абрамовапа Александра Григорьевна Максимован кукăлĕсем чĕлхене çăтса ямалла. Нина Григорьевна Семенова, ав, вăрмана çÿреме юратать, пурне те тутантарчĕ хăй пĕçерсе тăварланă кăмпана. “Юратнă асаннене уяв ячĕпе саламлатăп”, – тесе чечек çыххи пачĕ ăна Кĕтерук ятлă мăнукĕ, сăвă вуларĕ.
Жюрине пĕрре те çăмăл пулмарĕ блюдăсене хакланă чухне, пурне те пĕчĕк парнесемпе хавхалантартăмăр.
Перасковья Филипповна Дмитриева 80 çултан иртнĕ пулин те, юрра-ташша ăста. Вăл çăмартасем пĕçерсе илемлетсе килнĕ.
Ольга Лукиничнапа Сергей Лукич Андреевсем, Ефросинья Степановнапа Александр Дмитриевич Димитриевсем – 50 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем. Вĕсем те пулчĕç уявра.
А.Димитриев купăс каласа хавхалантарчĕ пухăннисене. Унăн аллисем вылянса кăна тăраççĕ, 80 çулта тесе каламăн ăна. Тĕрлĕ юрă шăрантарчĕç ватăсем пĕрле.
Нина Григорьевна Семенова ваттисене ташлаттарчĕ. Тамара Степановна Федорова пек илемлĕ ташлакан таврара çуках пуль чăнах.
Уява пухăннисене район администрацийĕн халăха социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕ Л.П.Аввакумова, Тăрмăш ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.В.Разин, ялти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Т.В.Ялугина, Тăвайри коммуналлă хуçалăх предприятийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан А.П.Григорьев, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин начальникĕ А.В.Шакин ăшшăн саламларĕç, пурне те канлĕ ватлăх сунчĕç. Тăрмăш шкулĕнче вĕренекенсем сăвăсем вуларĕç, юрларĕç.
Уява ирттерме ялти В.М.Лукинпа А.Г.Павлова предпринимательсем пулăшнă, “Акконд” фабрика пылак çимĕçсемпе тивĕçтернĕ.
Ку программăна кашни çулах Любовь Власовна Андреева библиотекарь ертсе пырать. Тĕрлĕрен вăйăсем выляттарчĕ вăл, тĕрлĕ ыйтусем пачĕ, кулăшла самантсене аса илме сĕчĕ. Пурте активлă пулчĕç уявра.
Сĕтеле илемлетме, чейпе сăйлама хĕрарăмсен канашĕн членĕсем пулăшрĕç. Пирĕн ялта аслă ăру яланах çавнашкал хисепре пулĕ.