АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔР ĔÇ КАЛЕНДАРĔНЧЕН

12 октября 2010 г.

Кĕçнернире – Пукрав
12 – Ытти чухне йĕпе, тĕтреллĕ, салху кунсен вăхăчĕ. Кăçал вара пĕтĕм пахча ĕçĕсене пуçтарнă хыççăн илемлĕ сарă кунсем тăраççĕ. Кукамай ăшши тепĕр хут çитрĕ тейĕн.
13 - Кĕркури кунĕ. Çак кун юр ÿкмесен, хĕл часах ларас çук. Кĕркури çитсен тÿшексенчи кивĕ улăма силлесе çĕнни тултарнă. Куç ан тивтĕр тесе, ачасем çине алăк урати çинче ала витĕр шыв янă.
14 – Пукрав. Хĕл умĕ. Ку вăхăталла çанталăк вылянчăк. Ахальтен мар: “Кăнтăрлаччен – кĕр, кăнтăрла хыççăн – хĕл”,–тенĕ.
Çак кун çил хăш енчен вĕрет, хĕлле те ытларах çав енчен пулать. Тухăçран вĕрсен, хĕл сивĕ пуласса кĕт, кăнтăр енчен – ăшă, çурçĕр енчен – сивĕ. Йывăçсем (хурăнпа юман) çулçисене тасан тăкса пĕтермен пулсан, хĕл сивĕ тăма кирлĕ.
Пукрав çитсен çĕр пичĕ ăçта çулçăпа, ăçта юрпа витĕнет.
Çак кун юр çусан, Мĕтри кунĕ те (ноябрĕн 8-мĕшĕ) çавнах кĕтмелле.
Пукрав – юрсăр, Кĕтерне тĕлне те (декабрĕн 7-мĕшĕ) юр пулмасть.
Тăрнасем Пукравчченех çула тухни – хĕл ир ларасса, сивĕ пуласса.
Пакша çак вăхăта йăптăхне йăлт тăкса пĕтерчĕ пулсан, кĕр те, хĕл те лайăх тăма кирлĕ.
Ĕлĕк çынсем пÿрте Пукравччен ăшă тытмалла тума тăрăшнă. Пĕрене хушшисене мăк çапма, шăтăк-çурăксене питĕрме тăрăшнă.
Пукравпа ваттисене асăнмалли кун хушшинче (ноябрĕн 8-мĕшĕ) хĕл лармасть.
Вăрманта юлашки кăрăçсемпе хыр кăмписене (рыжики, волнушки) пухаççĕ.
Ĕлĕкрех çынсем ытларах Пукравран тара кĕрĕшнĕ: Пукравран Алтаккинччен е Якурччен. Вĕт уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен ялта çамрăксем валли ĕç пит пулман.
Çак вăхăтран çамрăксем улах ларма тытăннă, туйсем тума хатĕрленнĕ. Пукравра юр çуни туй нумай пуласса, тенĕ.
15 – Кĕпĕрьянпа Уçтинкке кунĕ. Иккĕшне те усал вăйсенчен упраччăр тесе, кĕл тунă.
16 – Денис кунĕ. Куç тивесрен (усал куçран) ăрăмланă.
17 – Ерофей кунĕ. Сивĕсем вăйланаççĕ, кĕрĕк тăхăнтараççĕ.
Çак кун çынсем арçурисенчен хăраса вăрмана çÿремен. Ерофей хыççăн вĕсем çухалаççĕ те çуркуннесĕр те тухмаççĕ пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика