12 октября 2010 г.

Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри “Ылтăн кĕр” фестивале çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 1200 яхăн ача хутшăнчĕ. Виçĕ кун Чăваш патшалăх филармонийĕн, Степан Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕн тата Ачасен пултарулăх çурчĕн сценисем çинчен вун-вун юрă янăрарĕ (халăх юррисем, эстрада тата хор), музыка инструменчĕсем çинче вылярĕç, хореографи номерĕсем кăтартрĕç. Çамрăк музыкантсемшĕн кăна мар, çитĕннисемшĕн те чăннипех уяв пулса тăчĕ фестиваль.
Конкурсантсен йышĕнче пирĕн воспитанниксем те пулчĕç. Çапла “Забава” ансамбль лауреат (III степеньлĕ), Александр Кондратьев (эстрада, соло) I степеньлĕ тата Анна Игнатьева (фортепиано, соло) III степеньлĕ дипломантсем пулса тăчĕç.
Çамрăк юрăçсемпе музыка инструменчĕсем çинче вылякансене, вĕсен преподавателĕсене – Г.Никонована, Н.Петрована, С.Глухована çитĕнÿсемпе саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр.
Сăн ÿкерчĕкре: А.Игнатьева.