12 октября 2010 г.
2009–2010 çулсенче суд приставĕсен республикăри управленийĕн районти пайне Тăвайра пурăнакан 23 çулхи çамрăк пирки пурнăçа кĕртмелли 25 ĕç пырса кĕнĕ.
Ку вăл, тĕпрен илсен, çамрăк çынна çул-йĕр çÿремелли йĕркесене пăснăшăн ярса панă штрафсем тата транспорт налогĕ (9000 тенкĕне яхăн). ГИБДД ĕçченĕсем çамрăка ытларах “çил пек” çÿренĕшĕн тата пиçиххипе çыхăнманшăн штраф тÿлемелле тунă. Вăл вара, нимĕнле ĕçре те шутланса тăманскер, пропискăри адреспа пурăнманскер, “шăрчăк тусла” ăçта май килнĕ çавăта пулнă. Суд приставĕсемпе тĕл пулассинчен вĕçĕм пăрăннă.
Приставсен аллине çаклансан та “йăмпăлкка пулă пек” авкаланма хăтланнă: “Манăн нимле пурлăх та çук, манран шыраса илейместĕр”... Анчах регистраци органĕсенче тĕрĕсленĕ те çамрăк çыннăн 2 автомашина – ВАЗ–2109-3” тата “VOLKSWAGEN” – пурри çиеле тухнă. Парăмçă тĕлĕшпе çăмăл машинăсене учетран кăларма, регистраци даннăйĕсене улăштарма, автотранспорт хатĕрĕсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма чарассипе постановлени йышăннă. Ку лару-тăрура та парăмçă авкаланма пăрахман, вăл постановление пĕлтерĕш паман, “машинăна доверенноçпа сутнă” тесе çирĕплетесшĕн пулнă.
Кăштахран “VOLKSWAGEN” машинăн çĕнĕ хуçи транспорт хатĕрне техосмотр витĕр кăларма тăрсан, машина тĕлĕшпе чараксем пуррине пĕлсен, хытă тĕлĕннĕ. ГИБДД инспекторĕ автомашина хуçине лару-тăрăва уçăмлатма суд приставĕсем патне янă. Приставсем ăна ăнлантарса панă. Автомашинăн унчченхи хуçин 9 пине яхăн тенкĕ парăмĕ доверенноçпа туяннă автомашинăн çĕнĕ хуçи çине куçать. Мĕн тăвас тетĕн. Ним тума та çук, çĕнĕ хуçан кивĕ хуçашăн çав кунах 9 пине яхăн тенкĕ тÿлеме тивнĕ. Парăмсăр пурăннине нимĕн те çитмест.