12 октября 2010 г.
Тĕрĕс калаççĕ инкек куçа курăнса килмест тесе. Çитменнине, çул хăй те йĕркесĕр пулнине юратмасть. Тишкерсен, çакă курăнать: инкексем ытларах куçăма хутшăнакан водительсемпе çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе, руль умне ÿсĕрле ларнипе, хăвăртлăха ытлашши ÿстернипе пулаççĕ. Кĕскен каласан, çул çинче тимлĕх çитмест. Акă, сентябрĕн 22-мĕшĕнче 20 сехет те 30 минутра Тăвай-Канаш çулĕ çинче, Тăрмăш тĕлĕнче çул хĕресленнĕ çĕрте, инкек пулса иртнĕ. Тăвай енчен килекен çăмăл автомашина çул хĕресленнĕ çĕртен каçакан çуран çынна çапса хăварнă. Водитель инкек пулнă вырăнтан тарман, çийĕнчех медицина работникĕсене тата патшалăхăн çул-йĕр службин инспекторĕсене шăнкăравланă. Шел, инкеке лекнĕ çын тепĕр кун ирхине йывăр сурансене пула больницăра вилсе кайнă. Çак йывăр тĕслĕх те çул çинче йĕркеллĕ те тĕрĕс-тĕкел, урă тата яланах шанчăклă пулма кирлине тепĕр хут çирĕплетсе парать.
Тепĕр инкеклĕ ĕç октябрĕн 2-мĕшĕнче 19 сехетре Тăвай–Канаш çулĕ çинче, Нăрваш Сали ялĕ çывăхĕнче пулса иртнĕ. Канаш енчен анакан çăмăл автомашина пысăк хăвăртлăхпа пынине пула, рульне йĕркеллĕ тытса пыраймасăр кювета чăмать, темиçе хут çаврăнса каять. Машина çинче пулнă пĕр пассажир аманать, районти тĕп больницăна лекет.
Пурнăç йĕркесĕр водительсенчен çирĕп ыйтма хушать. Анчах халĕ те урамсенче автомобильсемпе хытă çÿреме юратакан пуçтахсем тĕл пулаççĕ, пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çавăнпа та ГИБДД-ăн районти уйрăмĕн работникĕсем требованисене ÿстерсе пыраççĕ. Çакна водительсен хăйсенех ăнланмалла, тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тума пĕлмелле.
Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнсан кăна инкек сирĕнтен пăрăнса иртĕ.