12 октября 2010 г.
Элпуç шкулĕпе “Акконд-агро” фирмăн иккĕмĕш черетне кăçалах хута ярасси, пĕр шутласан, паянхи пурнăçра ытла та амбициллĕ задача пек туйăнатчĕ. Анчах ниме пăхмасăр районти пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ стройкинче те ĕçсем палăртнă пекех ăнăçлă пыраççĕ. Вĕсене иккĕшне те кăçалах хута яма шанчăк пур. Ку ыйтусене район ертÿçисем самантлăха та тимлĕхрен кăлармаççĕ. Район пуçлăхĕ Н.Иванов кашни кĕçнернирех шкул тунă çĕре тухса планерка ирттерет, строительсене май пур таран пулăшма тăрăшать.
Иртнĕ вырсарнире, суйлав кунĕ те, Николай Ильич Президент Администрацийĕн представителĕпе Н.Савельевпа районти тĕп стройкăсене çитсе çаврăнчĕ. Кăштах пăшăрханчĕ те, çурт тăррине витекенсем çак кун канмалли ыйтса илнĕшĕн. Сивĕ çумăрсем пуçлансан, тăрринче çил çинче ĕçлеме йывăрланать. Ертÿçĕне ăнланма пулать, унăн пуçланă ĕçшĕн чун ыратать. Çавах та пĕтĕмĕшле ĕç-пуçпа пирĕн интервьюран вăл кăмăллă пулни палăрать.
Николай Ильич, вулакансене кĕскен те пулин паллаштараймăр-ши кăçал хута ямалли объектсенчи лару-тăрупа. Ĕç калăпăшĕ графикре палăртнинчен юлса пымасть-и.
–Пĕтĕмĕшле илес тĕк, Элпуç шкулне тăвас ĕç 70 процента яхăн пурнăçланнă. Строительсем икĕ хутлă çурта кĕске вăхăтра купаласа лартрĕç. Ку çеç-и. Пĕтĕм ĕç комплекслă пулса пырать. Пĕр вăхăтрах йĕри-тавра хÿме тытса çаврăнчĕç, инфратытăм пирки манмарĕç. Шкулăн хăйĕн трансформатор, çутçанталăк газĕпе ĕçлекен котельнăй, гараж, стадион, чупмалли хытă сийлĕ çул. Шалта – столовăйпа спортзал. Штукатурка ĕçĕсем спорт залра кăна юлнă. Çурт чÿречисене лартса пĕтернĕ. Тăрă витесси 50 процента яхăн пурнăçланнă.
Вулакансемшĕн ку чухнехи вăтам шкул çуртне çур çулта туса лартса хута ярасси юмах пек туйăнатчĕ. Çитменнине тĕнче кризис авăрне кĕрсе ÿкнĕ самантра. Çак йывăрлăхсем чăрмав кÿмен мар ĕнтĕ.
–Çапла, укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсем пирĕн ума пĕр дилемма кăларса тăратрĕç. Шкула кăçалах хута ярас пулсан, строительствăна палăртнă суммăна кăçалах уйăрса параççĕ е майĕпен ĕçлесе пырсан, укçине пайăн-пайăн параççĕ. Эпир тĕрĕс çул суйласа илтĕмĕр пулĕ тесе шутлатăп. Ытти подрядчик пулас-тăк, эпĕ сăмаха татса калама та тăхтанă пулăттăм. Анчах пирĕн телее, ятлă-сумлă “Старко” строительство фирми тĕл пулчĕ, вăл хăватлă организаци пулнине пурте пĕлеççĕ. Çакна вăл пĕрре кăна мар çирĕплетнĕ. Шупашкарта кăна мар, Мускавра та ку чухнехи илемлĕ çуртсем çĕкленĕ. Çавăнпа та “Старко” хăйĕн сăмахне тытасса çирĕп шанатăп.
Хăвăрах шутласа пăхăр, тăватă уйăхра çавăн чухлĕ ĕç калăпăшĕ! Строительсем халĕ те çуллахи пекех икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Çак кунсенче алăксем çакса, радиаторсем лартса октябрь вĕçнелле çурта хутса ăшăтма тытăнасшăн.
Территорие тирпей-илем кĕртесси те пĕрлех пулса пырать. Шкул умне брусчатка сарса тухнă. Халĕ территорие йывăçсемпе тĕмсем лартса илемлетес ĕçсем пыраççĕ. Çак эрнере йывăç-тĕм лартмалли субботник йĕркелесшĕн.
“Акконд-агро” фирмăри ĕç-пуç пирки калас-тăк, кĕскен çакна палăртмалла. Витен иккĕмĕш черетне ноябрь пуçламăшнелле хута ярасшăн. Строительсем пысăк ĕç турĕç, урайне бетон сарса тухрĕç. Малалла çивитти айне зонт, чÿрече вырăнĕсене шторкăсем, урайне тислĕк пуçтармалли транспортер вырнаçтармалли юлать. Выльăхсене выртма мат туянасшăн. Çитес уйăхра çĕнĕ вите ĕнесем кĕртме хатĕр пулĕ.
Тавтапуç калаçушăн.