АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă пурнăçшăн, малашлăхшăн кĕрешме май парĕ (Общество)

08 октября 2010 г.

Октябрĕн 10-мĕшĕнче ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, вĕсен депутачĕсене тата район Пухăвĕн депутачĕсене суйлăпăр. Мĕн шухăшлă çынсем пулĕç-ши вĕсем, асăннă вырăнсене суйланас текенсем – пирĕн вĕсене суйлава кайиччен пĕлсен лайăх пулмалла. Ĕç е депутат вырăнĕшĕн çеç мар, ялсемшĕн, вĕсен малашлăхĕшĕн, халăхшăн, район ÿсĕмĕшĕн тăрăшса ĕçлекен çынсем пултăрччĕç вĕсем, çÿлтен пулăшасса кĕтсе мар, хăйсем пуçарулăх кăтартса суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăлартăрччĕç.
Уйрăм пуçлăхсем çемçе пукан çине ларсан халăха сăмах пани çинчен манса каяççĕ, халăх шанăçне тивĕçлĕ пулаймаççĕ.
Ялта пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри тата “суйлава каймастпăр, унта пирĕнсĕрех суйлаççĕ” тет. Хамăра унашкал тытатпăр пулсан, малашне чăнах та пире пухусене, суйлавсене чĕнсе чăрмантармĕç те, тен. Мĕншĕн тесен çавăн пек пулма хамăрах хăнăхтаратпăр, пулăшатпăр. Халăхăн общество интересĕ, ун умĕнчи яваплăхĕ чакма-хавшама пуçласан, юлхава кайсан, пурнăçа ăнланма, хаклама пăрахсан, çын хăй пурăнакан ял малашлăхĕ пирки те шухăшлами пулать, хăйĕн çинчен çеç шутлама пуçлать. Ун пек çынсем обществăшăн, тăван ялĕшĕн усăллă, ырă ĕç тăвас шутлă мар, мĕн пур айăпа, мĕн пур çитменлĕхе правительство, вырăнти влаç çине йăвантарма пăхаççĕ, хăйсем çеç пĕр айăпсăр иккен. Ман шутпа, кăштах хамăр йĕри-тавра та, хамăр çине те çаврăнса пăхмалла. Обществăран уйрăм пулма, законсене пăхăнмасăр, уямасăр пурăнма çук. Хамăр пурнăçа лайăхлатассишĕн, ял илемĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн, ачасен пуласлăхĕшĕн хамăрăнах тăрăшмалла. Суйлава тÿрĕ кăмăлпа, камсене суйлассине тĕплĕн шухăшласа хутшăнни те ырă пурнăçшăн, малашлăхшăн кĕрешме май парĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика