АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене чысларăмăр (Общество)

08 октября 2010 г.

Çĕнĕ Ишпуçĕнче пурăнакан ватă çынсем хăйсен уявне ялти тĕслĕх библиотекинче уявларĕç.
Чи малтанах вĕсене районтан килнĕ В.Чайкин саламларĕ, ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ.
Ялти ветерансен совечĕн председателĕ Н.Александров та ăшă сăмахсем каларĕ ватăсен ячĕпе.
Шкул ачисем хăйсен аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне концертпа савăнтарчĕç. А.Максимова, К.Матвеева, К.Горшкова, Н.Ядгаров, В.Скворцова юрланă юрăсене кăмăлласа йышăнчĕ ял-йыш.
Çавра сĕтел хушшинче чей ĕçнĕ май ĕлĕкхи чăваш юррисене юрларĕç ватăсем. Хăшне-пĕрне концертра, ял-йыш умĕнче шăрантарма килĕшрĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле тăрса чăваш ташши ташларăмăр. Купăспа Н.Александров хавхалантарса пычĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика