08 октября 2010 г.
Паян – Сергий кунĕ
Сергийрен пуçланать те Матĕрнере (ноябрĕн 22-мĕшĕ) ларать тенĕ ĕлĕк хĕл пирки. Çак кун пирвайхи юр курăнсан, Архантан (ноябрĕн 21-мĕшĕ) хĕл ларать, теççĕ. Пирвайхи юртан çуна çулĕччен 40 кун иртет тесе шутлаççĕ.
Юр уйăх катăлнă вăхăтра йĕпе çĕр çине ÿксен, хĕл нумай кĕттермест.
Пирвайхи юр типĕ пулсан, çу лайăх тăрать.
Кун уяр та тÿлек тăрсан, çавăн пек çанталăк тата 3 эрнене пырать. Сергий Радонежский чăх-чĕпе упракан шутланать.
9 – Иоанн Богослов кунĕ. Çак кун юр çусан, Архана хĕле кĕт.
Иоанн Богослов апостол хур кĕтÿçĕнчен чаплă ÿнерçĕ, турăшсем ÿкерекен пулса тăнă. Вăл ÿнер искусствинче хавхалантаракан шутланать.
10 – Хурт-хăмăрçăсене пулăшакан Саввати кунĕ. Хурт-хăмăр ĕçĕн тăхăркунлăхĕ вĕçленет. Вĕллесене хĕл каçма омшанниксемпе путвалсене кĕртеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене те Савватие пуç çапма хушнă (вĕт ачасем 12 çулччен çылăхсăр шутланаççĕ. Хурт-хăмăр ĕçĕ вара йĕрке-тирпей тĕлĕшĕнчен тĕрĕс те таса пурăнма хистет).
Пыла та çиме пĕлмелле, вăл пур чухне те пылак пулма пăрахать.
11 – Халăх хутне кĕрекен Илле Муромец кунĕ.