АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Должноçри çынсем тăкаксене саплаштараççĕ (Экономика)

08 октября 2010 г.

ЧР Президенчĕн М.Игнатьевăн пуçарăвĕпе пуçланнă тĕрĕслевсем хуласемпе районсенчи должноçри çынсемпе организацисем муницмпаллă заказпа апат-çимĕçпе ял хуçалăх продукцийĕ туяннă чух бюджет укçи-тенкине ытлашши тăкакланă тĕслĕхсем тупса палăртнă. Халĕ должноçри çынсем социаллă пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр апат-çимĕç таварĕсене туянма палăртнинчен ытлашши тăкакланă бюджет укçи-тенкине каялла тавăрса пама тытăннă. Сăмахран, Канаш хула больницин администрацийĕпе хулан вĕрентÿ пайĕн ертÿçисем – пирвайхи ÿкĕнекенсем пулнă. Бюджет укçи-тенкипе перекетлĕ те тирпейлĕ пулманни ытти районсемпе хуласенче те палăрать. Муниципаллă сывлăх учрежденийĕсем сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне эффективлă усă курманнине пула пулса тăнă тăкака тепĕр 151,38 пин тенкĕ тавăрса панă. Çак суммăран пысăк пайĕ – 51,79 пин тенкĕ Патăрьел районне пырса тивет.
ЧР Вĕрентÿ министерствин учрежденийĕсенчи камеральнăй тĕрĕслевсем кăçалхи пĕрремĕш çур çулта социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсем туяннă чухне палăртнинчен 1495 пин тенкĕ ытлашши тăкакланине тупса палăртнă. Сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне ку сферăра ытлашши тăкакланă сумма 114,6 пин тенкĕпе танлашнă. Тăкаксем уйрăмах Елчĕк, Комсомольски, Çĕмĕрле районĕсенчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче пысăк.
Тĕрĕслевсем тăрăх должноçри çынсене дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттараççĕ.
Ытлашши тăкакланă укçа-тенкĕне вĕрентÿ учрежденийĕсем 352,1 пин, сывлăх сыхлав учрежденийĕсем 149,1 пин тенкĕ тавăрса панă. Тавăрса панă укçа-тенкĕпе, Президент хушăвĕпе килĕшÿллĕн, социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисен нушисене тивĕçтерес ĕçре усă курмалла (ача сачĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерме, чи ансат медицина изделийĕсем – шприц, юн ямалли системăсем, сурансене çыхмалли хатĕрсем тата ыт. те – туянма).
Пирĕн районта та пĕрремĕш çур çулта эффективлă мар тăкаксем курăнаççĕ. Уйрăмах сывлăх сыхлавĕ енĕпе – 43 пин тенкĕ (вĕрентÿ учрежденийĕсем «шыв айĕнчи хысакран» пăрăнса иртме пултарнă). Ун пирки район пуçлăхĕ Н.Иванов “Ял ĕçченĕ” хаçата панă интервьюра та асăннăччĕ (сентябрĕн 17-мĕшĕнчи 94–95 номерсем).
Район пуçлăхĕ Н.Иванов ытлашши тăкак мĕнле пулса тăнине те ăнлантарса панăччĕ. Тĕп сăлтав – аш-какай хакĕ эксперт хакĕнчен чылай пысăкрах пулнинче. Çапла 1 кг ĕне выльăх ашĕ вăтамран 145 тенкĕ тăрать пулсан, эксперт хакĕпе ăна 110 тенкĕ кăна палăртнă. 110 тенкĕпе больницăра ниепле те аш яшки çиеймĕн.
Районта социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсен хакĕсене мониторингсем ирттерсе куллен сăнасах тăраççĕ. Сентябрĕн 24-мĕшĕнчен республикăри экономикăпа суту-илÿ министерстви районсемпе хуласене муниципаллă заказсене пурнăçланă чух усă курмалли методика ярса панă. Вăл унчченхи эксперт хакĕ пек мар, чăн пурнăçа çывăхрах. Районти больницăпа шкулсем, ача сачĕсем ял хуçалăх продукцийĕпе апат-çимĕç продукчĕсене экономика министерствин сĕнĕвĕсемпе килĕшÿллĕн туянма тăрăшаççĕ. Ача сачĕсем валли 6 тонна купăста, 2,8 тонна сухан, 12 тонна ытла çĕр улми, кишĕр кирлĕ чухлĕ туяннă. Çĕрулми пурĕ 19 тонна кирлĕ. Унпа тивĕçтерме килĕшÿсем туса хунă.
Çак эрнери мониторингран хаксем çакăн евĕр курăнаççĕ:
çĕрулми – 17–18, кишĕр – 20, купăста – 15, сухан – 13, ĕне выльăх ашĕ (1 катег.) - 170, сысна ашĕ – (2 катег.) – 155, çăмарта (1 шт.) – 2 тенкĕ те 72, хура тул – 53,50 пус, çăкăр – 13,30, сахăр песукĕ – 33 тенкĕ. Хаксем ытла улшăнман, юлашки кунсенче çăкăр кăштах хакланчĕ.
Хальхи вăхăтра райадминистрацин финанс пайĕ вĕрентÿ тата сывлăх сыхлав учрежденийĕсем муниципаллă заказсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслет. Пĕтĕмлетÿсем çак кунсенчех пулĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика