08 октября 2010 г.

Пирĕн районта учитель кунне савăнăçлă лару-тăрура паллă тăвасси йăлана çирĕп кĕнĕ. Кăçал Вĕрентекен çулĕ пулнă май ăна анлăрах, Тăвайри культурăпа кану центрĕнче уявларĕç. Сценăна килĕшÿллĕ илемлетнĕ, хаваслă кĕвĕ илтĕнет залра.
Вун икĕ сехет тĕлне пухăнса çитрĕç районти вĕрентекенсем. Тăвайри вăтам шкулта 11 класра пĕлÿ пухакан Л.Бурдасовапа П.Павлов, ăшă сăмах каласа, пуçларĕç программăна.
Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Иванов тухса калаçрĕ.
Районти шкулсен пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе чылай ĕç тунă. Вĕрентÿ учрежденийĕсене пурне те газ кĕртнĕ, ăшă парса тăракан системăсене, çуртсен тăррисене юсаççĕ. Района çĕнĕ шкул автобусĕсем те килеççĕ, классене паянхи кунпа килĕшÿллĕ оборудованисемпе, вĕрентÿпе кăтарту пособийĕсемпе тивĕçтереççĕ. Тăвайри илемлĕ шкул çурчĕ ачасене вĕренме йыхăрать. Вĕренÿ çулĕн иккĕмĕш çур çулĕнче элпуçсем те çĕнĕ шкулта пĕлÿ пухма пуçлĕç.
Учитель пире ăслă-тăнлă тăвассишĕн вăй-халне шеллемест. Йывăр вăхăтсенче эпир ытларах унпа канашлама тăрăшатпăр. Кашнин хуйхипе савăнăçне пĕрле пайлама пĕлет вăл.
Юлашки çулсенче Тăвай енре вĕренекенсем республикăри олимпиадăсенче призлă вырăнсене ытларах (2010ç. – 10) йышăнма пуçлани учительсен ĕçĕн пĕлтерĕшĕ ÿснине çирĕплетет. Çамрăк спортсменсем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене тухаççĕ. Выпускниксен 50 ытла проценчĕ аслă шкулсенче пĕлÿ пухма пуçлани те аван.
Пирĕн районта пĕр çын “РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ”, вуннăшĕ “ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ” хисеплĕ ятсене илнисем ĕçлеççĕ. «РФ пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ работникĕ» знака – 35, РФ вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотине – 40, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин Хисеп грамотине 83 педагог тивĕçлĕ пулнă.
Эсир çăмăл мар професси суйласа илнĕ. Ачасене пĕлÿ панисĕр пуçне хăвăр та тăтăшах вĕренетĕр. Сирĕн хушăра çĕнĕлле ĕçлекен учительсем те сахал мар. Эпир талантлă педагогсене яланах пулăшса пыма тăрăшатпăр. Тăрăшуллă, харсăр вĕрентекенсене хавхалантарма “Чун туртни” преми (9 номинаци, 10-шар пин тенкĕ) парассине йĕркелерĕмĕр кăçал.
“Профессиллĕ уяв ячĕпе саламлатăп сире, учительсем! Ырми-канми ĕçĕре пысăка хурса хакласа ăнăçу, çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕр, телейпе юрату сунатăп”,–тесе вĕçлерĕ калаçăвне Николай Ильич. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильевпа пĕрле çÿлерех асăннă премине пачĕ вăл. Çак сума биологипе вĕрентекен А.Михайлова, Л.Самсонова (физика), Е.Хвостова (вырăс чĕлхипе литератури), С.Захарова (технологи), М.Алексеев (физкультура), Е.Павлова (педагог-воспитатель) – Тăвайри шкулта ĕçлеççĕ, Р.Иванова (пуçламăш классене вĕрентекен, Тĕмер), В.Моисеев (ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центр), Т.Павлова (шкул çулĕчченхи ачасен воспитателĕ) тивĕçрĕç. Вĕсене укçан преми тата “Чун туртни” премин çĕнтерÿçи” знак пачĕç.
Унтан Шупашкартан килнĕ Г.Васильев саламларĕ вĕрентекенсене. Генрих Геннадиевич Н.Куракинана (Чутей), А.Михайлована (Тăвай), Л.Данилована (Енĕш Нăрваш), В.Сидорова (Тăрмăш), А.Краснована (аналитика центрĕ), Г.Никонована (ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центр) отрасльти наградăсемпе чысларĕ. Наталья Сергеевна Куракина учительница хăйсен ĕçне çапла пысăка хурса хакланăшăн тав турĕ.
Уявра район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ В.Шакров та пулчĕ.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕ В.Терентьева кăçал ĕçлеме пуçланă çамрăк учительницăсене ăшă сăмахсемлĕ халал вуласа пачĕ.
Çакăн хыççăн районти вĕрентекенсем ачасен пултарулăхĕпе кăмăлласах паллашрĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильевпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Иванов Тăвайри вăтам шкулти М.Алексеев вĕрентекене преми параççĕ.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.