АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Агродеталь” кубокĕшĕн (Спорт)

05 октября 2010 г.

“Агродеталь” кубокĕшĕн (Спорт)

Нумаях пулмасть “Агродеталь” фирма ертÿçи В.Лукин пулăшнипе Тăрмăшра футбол турнирĕ йĕркелерĕç. Тăрмăшсем хăйсем икĕ команда тăратрĕç тата Нăрваш çамрăкĕсене чĕнчĕç. “Агродеталь” кубокне Тăрмăш çамрăкĕсем выляса илчĕç. Нăрвашсем 3-мĕш вырăна тухрĕç. Нăрваш команди юлашки вăхăтра тепĕр хут çĕкленме тытăнчĕ. Вĕсем хĕлле хăйсем патĕнче залра футбол турнирĕ йĕркелерĕç. Кăçалхи район чемпионатне те ăнăçлă хутшăнчĕç, 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Кÿршĕсен ÿсĕмĕ пире савăнтарать. Тăрмăшра вара спорт яланах хисепре пулнă. Район чемпионатне хутшăнни шкул ачисемпе çамрăксене стадиона пуçтарать, çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме пулăшать.
Владимир Михайлович ялти спорта аталантарма укçи-тенкине те, вăхăтне те шеллемест. Вăл футболистсене хăй шутĕнчен икĕ комплект форма илсе пачĕ. Халĕ Тăрмăш ялĕн икĕ команди пĕр-пĕринпе вылянă чух илемлĕ тумĕсене пăхма кăмăллă.
Кирек мĕнле спортри пекех футболра та командăна пĕр çĕре пуçтаракан, йĕркелесе пыракан лидер кирлĕ. Çавăн пек лидер Тăрмăшра ялти шкул директорĕ М.Андреев. Морис Михайлович спорта чунтан парăннă çын. Вăл республикăри ветерансен футбол чемпионатĕнче район командин чысне хÿтĕлет, шкулта миçе çул ĕнтĕ кĕрешекенсен кружокне ертсе пырать. Унăн воспитанникĕсем хушшинче призерсем те сахал мар. М.Андреев çăмăл атлетикăпа районта иртекен тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать. Унăн пултарулăхне Владимир Лукин асăрхамасăр тăма пултарайман. Çавăнпа та юлашки турнирта Морис Михайловича та футбол форми тата тĕнчери чи вăйлă футбол командисем çинчен кăларнă хаклă кĕнеке парнелерĕ. Спонсор хăй Нăрвашра çуралса ÿснĕ май ентешĕсем пирки те манмарĕ, вĕсене футбол хапхисем çине çакмалли сеткăсем парса хавхалантарчĕ.
Турнирта палăрнă уйрăм футболистсем те парнесĕр юлмарĕç.
Спонсор пулăшнипе турнир хыççăн пĕрлехи апатлану йĕркеленĕ, какай шÿрпи пĕçерсе çинĕ. Футболистсем В.Лукин спонсора ялта футбол вăййине аталантарса пыма, çак уява йĕркелеме пулăшнăшăн чĕререн тав сăмахĕ каларĕç.
 
Сăн ÿкерчĕкре: “Агродеталь” фирма директорĕ В.М.Лукин футбол ветеранне М.М.Андреева парнесем панă вăхăтра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика