05 октября 2010 г.
Такăр çул пуриншĕн те лайăх. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Президенчĕ Д.А. Медведев малашне çулсем тăвасси çине тимлĕрех пăхма кирлине, вăл приоритетлă ĕçсенчен пĕри пулса тăнине палăртрĕ. “Дорстрой” ООО ĕçченĕсем çакна хăйсен ĕçĕнче тĕпе хураççĕ. Вĕсем çул çинчи ĕçсен калăпăшне те, пахалăхне те ÿстерсе пыма, хăйсенчен мĕн килнине тума тăрăшаççĕ, хамăр районта çеç мар, унăн тулашĕнче те ĕçлеççĕ. Çакă вăл ытларах çынна ĕçпе тивĕçтерме те, ĕç ресурсĕсемпе туллинрех, эффективлăрах усă курма та май парать.
Хамăр районта кăçал пурнăçланă ĕçсенчен чи малтанах Енĕш Нăрваш ялĕнчи Мускав урамĕнче асфальт сарса çул тунине палăртмалла пулĕ: пурĕ 1 километр та 300 метр тăршшĕ хывнă кунта çĕнĕ çул-йĕр. Асăннă урамра пурăнакансемшĕн, килен-каяншăн чăннипех пысăк ырлăх ку. Енĕш Нăрваш ял поселенийĕ те хăй енчен çул-йĕр тăвакансене пулăшма тăрăшнă. Кунта асфальт сарнă кăна мар, кюветсемпе çул хĕррисене те йĕркеленĕ. Халĕ çул-йĕр знакĕсем, виçĕ вырăнта пăрăхсем вырăнне уçса тасатма май паракан тимĕр-бетон лотоксем вырнаçтармалла.
Кармал çулĕ çинче те ĕçленĕ. Кунта ăна 1 километр та 139 метр тăршшĕ çĕнĕрен асфальт сарса çĕнетнĕ. Çакă вăл капиталлă юсав шучĕпе тунă ĕç. Питĕ ванса пĕтнĕччĕ ку сыпăк, халĕ вара машинăсем тикĕс те сарлака (5,7–6 метр таран) сасăсăр тенĕ пек йăрлатса кăна чупаççĕ. Малалла та, ялти клуб таран та çакăн пек тĕп юсав тусан лайăх пулмалла.
“Акконд–агро фирмăн” выльăх комплексĕ патĕнче 289 метр тăршшĕ çула асфальт сарса якатнă.
“Дорстрой” ĕçченĕсем кăçал Канашри вакунсем юсакан заводра нумай ĕç тунă. Кунта çĕнĕ вакунсем тăвассипе çыхăннă шăратса çыпăçтаракан-пухакан универсаллă корпус тавра асфальт сарса якатнă, тротуарсем хывнă.
Çавăн пекех Шăмăршă, Комсомольски, Вăрмар районĕсенче те ĕçленĕ.
Ĕнер ирхине вара çулсен хĕррисене автогрейдерпа тикĕслесе йĕркеленине курма тÿр килчĕ. Аяллăрах вырăнсене тăпра тăкса та хăпартаççĕ. Çавăн пекех хĕл умĕн çулсен çурăкĕсене, шăтăк-путăксене питĕреççĕ, пăрăхсене тасатаççĕ, çул çине сапма хăйăрпа тăвар хутăштарса хатĕрлеççĕ. Çул-йĕр тăвакансем ĕçсĕр ларма юратмаççĕ. Хăйсен базинче те пăс хуранĕсене, хутса ăшăтмалли системăна, энергохуçалăха тĕрĕсленĕ. Пурте пĕр-пĕринпе çыхăннă ĕçре.
Çул-йĕр тăвакансем çуллен вуншар та вуншар çухрăм çĕнĕрен çул тума е тĕпрен юсаса çĕнетме пултараççĕ, сахал мар çĕрте çулсем начарланнине, вĕсене çине тăрсах çĕнетме вăхăт çитнине палăртаççĕ.