05 октября 2010 г.

Районти ялсенче пурăнакансене хăйсене тавар суйламалла тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрать “Тăвайри кооператив” потребобщество. Авăн уйăх пуçламăшĕнче кăна çĕнелнĕ магазин пуянкассисене тивĕçтерме пуçланăччĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнине вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕнче (октябрĕн 1-мĕшĕ) вара çавнашкал хаваслă уяв Енĕш Нăрвашра пулчĕ. Икĕ уйăха яхăн ĕçленĕ асăннă ялти малти магазина çĕнетес енĕпе. Çав вăхăтра Людмила Васильевна Васильева заведующипе Светлана Васильевна Иванова сутуçă шкул буфетĕнче суту-илÿ тунă. Кооператорсем Енĕш Нăрвашри тавар туянакансене тивĕçтерме пĕр кун та чарăнман çĕнетÿ вăхтĕнче.
Иртнĕ эрне кун 12 сехт тĕлнелле Енĕш Нăрвашри малти магазин патĕнче халăх йышлăччĕ. Аслă ăрурисем, çамрăкраххисем, пĕчĕккисем пурччĕ. “Тул енчен те самаях çуталчĕ ав пирĕн магазин. Шалта та мĕнле лайăх, сентре çине хунă таварсене алăпа та тытса пăхма пулать халь. Çывăхрах паллашсан вара илес кăмăл та çуралать. Атту аякран пăхса тăраттăмăр таварсене, те туянмалла, те çук тесе иккĕленеттĕмĕр”,–çапла кăмăллăн калаçрĕç пухăннисем пĕр-пĕринпе.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов килсе çитрĕ кĕçех енĕшнăрвашсен савăнăçне пĕрле пайлама. “Магазина çĕр ĕçченĕсем тĕрлĕ тавар туянма, сутуçăсемпе калаçса хăйсен чунĕсене пусарма, савăнăçне пайлама кĕреççĕ. Суту-илÿ çурчĕ еннелле ытларах та ытларах çын çул хывтăр тесен, унăн паянхи кунпа килĕшÿллĕ пулмалла. Хăвăрах куратăр, самаях тăрăшнă юсавçăсем. Малтанхипе танлаштарсан, магазин чылай улшăннă. Çак çĕнетĕве сутуçăсем хăйсен харсăрлăхĕпе, уйăхсерен плана тултарса пынипе тивĕçнĕ. Ĕç условийĕсене лайăхлатни кооператорсемпе ялта пурăнакансен туслăхне татах çирĕплетме пулăшасса шанатпăр. Пирĕн магазина кĕрсех çÿрĕр, сире кунта яланах кĕтеççĕ”,–терĕ “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи В.Федоров.
Николай Ильич ваттисен кунĕпе саламларĕ малтан. Çĕр ĕçченĕсен пурнăçне лайăхлатасси çине республикăра та, районта та, ял поселенийĕнче те чылай тимлĕх уйăрнине палăртрĕ, тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ. Суйлава, халăх çыравне активлă хутшăнма сĕнчĕ.
Йăлăмкасра пурăнакан В.Майраслова пенсионерка урама асфальтлă çул сарса панăшăн ял çыннисен ячĕпе чĕререн тав турĕ «Дорстрой» обществăна.
Унтан ял поселенийĕн пуçлăхĕ Р.Кузьмина, районти ветерансен совечĕн председателĕ Р.Гурина, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Ванерке, магазин заведующийĕ Л.Васильева тухса калаçрĕç, çĕнелнĕ магазин илĕртÿллĕ пулни пирки пĕлтерчĕç, ватăсене уяв ячĕпе саламларĕç.
Район пуçлăхĕ Н.Ивановпа “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи В.Федоров тата пĕчĕк хĕрачасем хĕрлĕ хăю касрĕç. Ку ĕнтĕ магазина пуласлăхра тата пысăкрах çитĕнÿсем тума сунни пулчĕ ĕнтĕ. Пĕчĕккисене пылак çимĕç парса хавхалантарчĕç.
Унтан пурте шала кĕрсе куртăмăр. “Хуларинчен пĕрре те кая мар”,– тесе тĕлĕнчĕç çынсем. Кашниех мĕн те пулин туянса тухрĕ. “Акконд” фабрикăн çимĕçĕсемпе, Етĕрнери аш-какай комбиначĕн изделийĕсемпе, “Тăвайри кооператив” потребобщество кăларакан таварсемпе тата ытти коллективсен ĕçченлĕхĕпе паллашма май килчĕ юлашкинчен.
Сăн ÿкерчĕкре: хĕрлĕ хăю каснă самантра.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.