05 октября 2010 г.
Çĕнçырма ялĕнчи клуба ватăсем йышлăн пуçтарăнчĕç хăйсен уявĕнче. Малтанах район администрацийĕнчен килнĕ В.И. Ильин сăмах илчĕ. Вăл район ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, пуçтарăннисене пурне те ватăсен праçникĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Элпуç ял администрацийĕнчен те ăшă сăмахсем каларĕç ватăсене, Александра Воронцована вара нумай çул хушши киномеханикре ĕçлесе пенсие тухнă ятпа саламларĕç, ăна электрочайник парса чысларĕç.
80 çултан иртнĕ Василий Сергеев нумайччен калаçрĕ. Хăйĕн нушисемпе, шухăшĕсемпе паллаштарчĕ. Ялти ватăсен организацийĕн председателĕ Авель Ильин та пурне те ăшшăн саламларĕ, çитес çул та çакăн пек пĕрле пухăнса калаçма сĕнчĕ.
Клуб заведующийĕ Надежда Максимова тăрăшнипе сĕтел çинче тĕрлĕ юр-вар апат-çимĕç пулчĕ. Пурте савăнса хăналанчĕç. Район администрацийĕнчен çавăн пекех Ирина Воронцовапа Светлана Порфирьева килнĕ, вĕсем те ăшă салам каларĕç. Ун хыççăн чăвашла, вырăсла юрăсем шăрантарчĕç клуба пухăннисем. Ватăсем пурте питĕ савăнчĕç уявшăн.