05 октября 2010 г.

Çавнашкал илемлĕ ят панă районти кĕрхи уява йĕркелекенсем. Тĕрĕсех ĕнтĕ, тавралăха майĕпен сарă тĕс çапса пырать, вырăн-вырăнпа йывăç çулçисене ылтăн тĕспе сăрланă пек.
Шăмат кун ирех Тăвайри культурăпа кану центрĕн çурчĕ умĕнче шăплăх хускалчĕ.
Асăннă лапама тĕрлĕ ÿкерчĕксемпе, шарсемпе, ялавсемпе илемлетме пуçларĕç. “Тăвайри кооператив” потребобщество ĕçченĕсем палаткăсем лартса суту-илÿ тума тытăнчĕç, таврана тутлă шăршă саракан шашлăк сĕнчĕç, вĕри чей ĕçтерчĕç. Патăрьелĕнчи питомникĕн автомашини килсе çитсен, йывăç хунавĕ туянма ĕмĕтленекенсем сырса илчĕç ăна. Районта çут çанталăк тусĕсем çулсерен нумайланса пынишĕн хĕпĕртемелле кăна пирĕн.
Саранск хулинчи Гамиевсене, Канаш районĕнчи П.Николаев пенсионера та хапăлласах кĕтсе илчĕç тăвайсем. Вĕсем те районтисене чечек, йывăç хунавĕсем тахçантанпах сĕнеççĕ. Çĕнĕ Пуянкассинчи Ю.Филиппов та пахчари ĕçсемпе чунне лăплантарать, туянакансене темĕн пирки тĕплĕн ăнлантаратчĕ вăл. Вăрманхĕрринчи Л.Масленников сарă тĕслĕ слива хунавĕсене хăвăрт сутса пĕтернĕ ав.
Тăрмăшри Н.Петровапа Л.Шакина пенсионеркăсем пахча çимĕç, чечексем çитĕнтерессипе кăсăкланнине вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Вĕсен таварĕсемпе те кăмăлласах паллашрĕç ярмăрккарисем.
Тăвайри Л.Григорьева шăрăх кунсенче ахаль ларман, çынсене сутмалăх та çитĕннĕ унăн çĕр улми. Р.Погодинан (Тăвай) кишĕрĕ самаях шултра, гладиолус суханĕ нумай унăн. Ураскассинчи Анатолипе Татьяна Григорьевсем 10 сотăй çĕр çинче купăста çитĕнтернĕ. Хапăлласах туянчĕç вĕсен çимĕçне уяврисем. “Новый путь” ЯХПК хĕрлĕ кăшман, “Акконд-агро фирма” общество пăрçа, люцерна вăрри, сĕлĕ, урпа, соя илсе тухнă суту-илĕве.
П.Печников пенсионер (Тăвай) пыл туса илессипе тимлет. Тăрмăшри П.Николаевăн карçынккисене хăвăрт илсе пĕтернĕ çынсем, хусăкпа çава аври кăна юлнăччĕ эпир унпа калаçнă вăхăтра. Вăтаялĕнчи Е.Чернова пенсионерка икĕ кунта пĕр мăшăр нуски çыхма пултарать. Унăн таварне те килĕштерчĕç çынсем. Вăл ал ĕç ăстисен куравне тĕрленĕ пĕчĕк минтерсем тăратнăччĕ. Е.Волковапа Л.Краснова (Çĕнĕ Ишпуç), Т.Яковлевапа Е.Шашкова (Кармал), Т.Ямщиковапа О.Егоров (Тĕмер), Е.Михайловапа Н.Петрова (Тăвай), Л.Данилова (Вăрманхĕрри), А.Степановпа М.Александрова (Енĕш Нăрваш) тата ыттисем те пушă вăхăтне ахаль ирттерменнине çирĕплетрĕ выставка. Вĕсене район администрацийĕн социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕ диплом парса хавхалантарчĕ.
Программăна ертсе пыракан Т.Николаева кĕçех пирĕн ылтăн тантăша, Кĕркуннене (В.Александрова), сăмах пачĕ. Вăл, чăваш йăлине тĕпе хурса, çăкăр-тăварпа килнĕ уява. Кашнине тутантарчĕ хăйĕн кучченеçне.
Унтан район пуçлăхĕ Н. Иванов тухрĕ трибуна умне, ял хуçалăхĕнче Тăвай ен ĕçченĕсем мĕнле вăй хунипе кĕскен паллаштарчĕ.
Çĕр ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă пулмарĕ кăçал. Малтан 3220 гектар çинчи кĕрхи тырă культурисем шăнса пĕтнĕ. Вĕсене çуркунне тепĕр хут акнă, çурхисемпе пĕрле пурĕ 13717 гектара çитернĕ. Шăрăх кунсене пула вара районта 5498 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, 683 гектар çĕр улмине, 26 гектар пахча çимĕçе шутран кăларнă. Юлнă лаптăксенчен 4361 тонна тырă (гектартан 8,8 центнер) пухса илнĕ. Тăкаксене саплаштарма пурĕ 11 миллион та 187 пин тенкĕ уйăрнă района.
Паянхи куна пурĕ 7980 тонна апат единици хатĕрленĕ. 1462 тонна улăмпа утă ытти районсемпе регионсенчен турттарса килнĕ, ку ĕç малалла пырать.
Фермăсене хĕле хатĕрлессипе “Акконд–агро фирма” общество, “Чутеевскийпе” “Шимкусский” ЯХПКсем, Грачевпа Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕсем аван ĕçлеççĕ.
Тăхăр уйăх хушшинче пур йышши хуçалăхсенче 15 пин тонна (106 процент) сĕт туса илнĕ.
Аш-какай туса илессипе кăтарту кăштах начарланнă пулин те, мăйракаллă шултра выльăхсен йышне упраса хăварнă. “Чутеевский“ ЯХПКра, “Акконд-агро фирма” обществăра витесене юсаса çĕнетес тата çĕнĕрен тăвас ĕç малалла пырать.
“Чутеевский”, Ленин ячĕллĕ, “Дружба” ЯХПКсенче пурĕ 14 миллион та 600 пин тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă. “ЧР автомобиль çулĕсене туса пĕтерессине хăвăртлатмалли мерăсем çинчен” Президент Указне пирĕн район малтисен йышĕнче пурнăçлама пултарчĕ.
Çамрăк çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парассине те начар мар йĕркеленĕ районта. Кивĕ тата авариллĕ лару-тăрури çуртсенче пурăнакансене куçарассине Программăпа килĕшÿллĕ туса пыратпăр.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Элпуçĕнче çĕнĕ шкул тăваççĕ. Унта ĕçсене аван пурнăçласа пыраççĕ.
Çитес çул Тăвайри спорткомплекса юсаса çĕнетме, бассейн тума пуçлама палăртнă.
Ĕнер Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне паллă турăмăр. Ĕçлемелли ÿсĕмрен аслăрах 5 пине яхăн çын пурăнать пирĕн районта. Вĕсен пурнăçĕпе, сывлăхĕпе май килнĕ таран интересленсех тăратпăр, кирлĕ пулсан пулăшатпăр. Ветерансем пирĕншĕн, çамрăксемшĕн, яланах ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Тавах сире, хисеплĕ ватăсем!
Унтан Николай Ильич районти хăш-пĕр çамрăк çемьесене çурт-йĕр тума е туянма укçа-тенкĕ илмелли свидетельствăсем пачĕ.
Çавăн пекех Тăвай енри çынсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Акконд” фабрикăн генеральнăй директорĕ В. Иванов та саламларĕ.
Сухан, купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман сăнарĕсем те пулчĕç уявра, вĕсем хăйсемпе туслă пурăнма сĕнчĕç çынсене.
Çанталăк сулхăнтараххи те сÿрĕклетеймерĕ ярмăрккарисен кăмăлне. Культурăпа кану центрĕнче, библиотекăра ĕçлекенсем, Шупашкарти, ялсенчи артистсем хăйсен пултарулăхĕпе чылайччен савăнтарчĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: тăвайсем йывăç туянаççĕ.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.