АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депресси – хальхи вăхăтри чир (Здравоохранение)

01 октября 2010 г.

Хальхи вăхăтра чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе пĕрле депресси те сарăлсах пырать. Аталаннă çĕр-шывсенче пурăнакансен 20 проценчĕ аптăрать унпа.
Депресси – пĕтĕм организм чирĕ, вăл ĕçлеслĕхе чакарать, çынна хăйне тата унăн тăванĕсене асаплантарать.
Тунсăхлă, асаплă, пусăрăнчăклă туйăмсем хуçаланма пуçлаççĕ сирĕнте. Канăçсăрлăх, кĕтмен инкек пулас шухăш асаплантарать, вĕчĕрхентерет. Хăвăра айăплăн туятăр, хăвăра хăвăр хакласси чакать, юратнă ĕçĕр хавхалантарма пăрахать. Çавăн пекех депрессие кĕрсе ÿкнисем çывăх çыннисен сывлăхĕ пирки пăшăрханаççĕ, обществăлла вырăнсенче хăйĕн çитменлĕхĕсем палăрасран шикленеççĕ.
Депрессиллĕ çын çывăраймасть. Апат çиес килни чакать унăн, вар-хырăмĕ тивĕçлĕ шайра ĕçлеме пăрахать, вăй-халĕ пĕтет. Чĕре, вар-хырăм тата мышцăсем тăтăшах ыратнă пек туйăнма пуçлать.
Тимлĕх чакать, йышăну тăвасси йывăрланать. Хăв çинчен, пурнăç çинчен, пĕтĕм тĕнче çинчен начар шухăшсем кăна хуçаланаççĕ пуçра. Хăй никама та кирлĕ мар пек туйма пуçлать чирлĕ çын, шухăшлавĕ начарланса пырать унăн.
Депресси нумай вăхăт хушши начар лару-тăрура пулсан, вăрçă-харкашу хыççăн пуçланать. Темиçе çула тăсăлма пултарать ку чир. Ăна вăхăтра, тĕрĕс сиплеме пуçласан, çын хăйне хăвăрт лайăх туйма тытăнать. Депресси чирĕ пуçланнине врач-психиатр кăна палăртать, тĕрлĕ анализсем панипе е приборсемпе пăхнипе пĕлме çук.
Эмелсемпе сипленнипе пĕрлех çыннăн психологине лайăхлатас енĕпе те пысăк тимлĕх уйăрма тивет кунта.
Депрессинчен сывалакансен врач сĕнĕвĕсене çирĕп пурнăçласа пымалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика