01 октября 2010 г.
Иртнĕ эрнере Элĕк районĕнчи “Знамя” хуçалăхра семинар-канашлу пулчĕ.
Унта пирĕн районтан ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ Н.Краснов, “Россельхозцентрăн” Тăвай районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ В.Синяковпа В.Сорокин тĕп агроном хутшăннă. Семинара Чулхуларан килнĕ “Сингент” фирма представителĕсем йĕркелесе пынă. Вĕсем “Сингентăн” çĕнĕ препарачĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç.
Кĕр калчисен уйĕнче мĕнлерех препаратсемпе усă курмаллине тĕплĕн ăнлантарса пачĕç малтанах. Çĕнĕ препарат "гербицид" Линтур, ВДГ тырă калчисем çинче тĕрлĕ çум курăка лайăх пĕтернине палăртрĕç. Ăна икĕ тĕрлĕ гербицида хутăштарса тунă – Логран, ВДГ тата Банвел, ВР. Асăннă çĕнĕ гербицид тухăçшăн питĕ сиенлĕ нумай çул ÿсекен çум курăксене те пĕтернине палăртрĕç "ромашка, пиçен, йыт пырши, шур мăян, хĕрлĕ мăян, анра кăшман т.ыт.те". Кĕр калчисем çинче препаратăн норми пĕр гектар пуçне 180 г, çурхи калчасем çинче – 135 грамм.
Пур гербицидпа та культурăн 2–3 çулçи тухмасăр усă курма юраманнине палăртрĕç тата тĕмленнĕ "кущени" тапхăрта усă курмаллине асăрхаттарчĕç. Унсăрăн тырă калчи хăй сиенленĕ, унăн стресс пулĕ, пулас тухăçа пысăк сиен кÿрĕ.
Çĕр улмин вăрлăхне имçамлама Круйзер, КС çĕнĕ протравительпе усă кура пуçланă. Ку препаратпа кăçал пирĕн районта “Родник” ООО (ертÿçи А.Петров) усă курнă та. Çак çĕнĕ препарат лайăх усă кÿнĕ тесен те юрать. Çу каçиччен çĕр улми аврисем çинче колорадо нăррисем, личинкисем курăнмарĕç. Асăннă препарат çĕр улмине çавăн пекех проволочникрен, тĕрлĕ чиртен хÿтĕлет. Круйзер протравителе Актара, ВДГ инсектицидпа Максим, КС фунгицида хутăштарса тунă. Вăрлăх туса илмелли тырă участокĕсене фунгицидсемпе сапнин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕç.
Пĕр тăваткал метр участокра хир сĕлли (овсюг) 100 штук пулсан, тыррăн тухăçĕ 25) таран чакнине каларĕç. Овсюгпа çине тăрса кĕрешмеллине асăрхаттарчĕç. Унпа кĕрешме “Сингентăн” икĕ тĕрлĕ препарат пур – Топик КЭ, Грасп СК. Топикпа кĕрхи тулăпа çурхи тулă уйĕсенче усă кураççĕ, Граспа – çурхи тулăпа урпа çинче. Çак гербицидсемпе культурăн кирек хăш фазинче усă курма юрать.
Кĕр калчисене çум курăкран гербицидсемпе кĕркуннех сапмаллине каларĕç. Кĕркунне техника та, çынсем те пушăрах.
Максим Экстрим, КС – протравитель вутпуççине "пыльная головня" лайăх пĕтернине палăртрĕç. Пирĕн районта та вутпуççи çук мар. Хăш-пĕр хуçалăхсенче вăрлăхсене чылай çул пĕрре те улăштармаççĕ. Кивĕ вăрлăхсен тĕрлĕ чирсемпе кĕрешмелли иммунитет пĕчĕкленнĕ. Çавăнпа вăрлăхсем кивелнĕçемĕн чирĕсем те сарăлса пыраççĕ. Çакна шута илсе вăрлăхсене çĕнетсех тăмалла. Пиллĕкмĕш репродукциллĕ вăрлăхсем, сăмахран, массăллă репродукциллисен шутне кĕреççĕ.
Çитес çулах химикатсен списокне çĕнĕ препарат хушăнассине те асăнчĕç. Эфория – инсектицид. Ку препарата Актара, ВДГ препаратпа Каратэ, Зеон, МКС препарата хутăштарса тунă. Тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн çак препарат питĕ эффективли палăрнă. Колорадо нăррисене, личинкисене 100) таран пĕтерет. Ытти хурт-кăпшанкăпа кĕрешме те усă курма юрать.
Складсенчи сăвăссене пĕтерме йывăртараххине пурте пĕлетпĕр. Тĕрлĕ препаратсем Фаском, Альфос сĕнеççĕ ку тĕлĕшпе, анчах вĕсем те сăвăссене пĕтерсех каймаççĕ. Семинарта вĕсене пĕтерме складсенче фумигаци тунин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕç. Фумигандсене фирмăсенче су-таççĕ.
Семинара пынă чылай ертÿçĕпе агроном сăмах илчĕç. Пĕр-пĕрне тĕрлĕ канашсем пачĕç, ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунчĕç.